Урал сасси
+5 °С
Облачно
Сабантуй
1 Мая , 07:00

Сабантуйсен графикне çирĕплетнĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăри сабантуйсен графикне çирĕплетекен хушăва алă пуснă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Сабантуйсен графикне çирĕплетнĕСабантуйсен графикне çирĕплетнĕ
Сабантуйсен графикне çирĕплетнĕ

Асăннă документ тăрăх, пĕрремĕш акапуç уявĕсем май уйăхĕн 30-мĕшĕнче Абзелил, Гафури, Зилаир, Калтасă тата Кугарчă районĕсенче иртĕç.

Малалла «эстафетăна» июнь уйăхĕн 6-мĕшĕнче 20 район йышăнĕ: Элшей, Архангельск, Аскин, Авăркас, Бакалă, Пишпÿлек, Буздяк, Бурзян, Ермеккей, Зианчура, Кармаскалă, Кушнаренко, Мелеуз, Мияки, Ĕпхÿ, Учалă, Хайбулла, Чекмагуш, Чишма тата Янаул.

Июнь уйăхĕн 11-мĕшĕнче акапуç уявĕ Баймак районĕнче иртĕ. Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче ăна Балтач, Белокатай, Благовар, Благовещенск, Бурай, Давлекан, Дуван, Иглин, Илиш, Ишимбай, Кигин, Краснокамск, Мишкин, Нуриман, Салават, Стерлибаш, Татăшлă, Туймазă, Федоровка тата Шаран районĕсенче ирттерĕç.

Июнь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Бирск, Караидель, Мечетлĕ тата Çтерлĕ районĕсенче, июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пелепей тата Куюргазă районĕсенче халăх уявĕсене йĕркелеме палăртаççĕ. Сабантуйсен черечĕ июль уйăхĕнче çеç вĕçленĕ: июль уйăхĕн 4-мĕшĕнче Дюртюли районĕнче иртĕ, июль уйăхĕн 18-мĕшĕнче – Белорецк районĕнче.

Аса илтеретпĕр, Пушкăртстан территоринче иртекен сабантуйсенче алкоголь  сутма чарнă.           

Автор:Инга Алексеева