Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çухату
30 Августӑн 2023, 11:35

Паттăрсем сăнаççĕ тÿперен

Август уйăхĕн 27-мĕшĕнче Авăркас районĕ çак тăрăхри Чăваш Нукасак ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă 34 çулхи паттăра Александр Петрова юлашки çула ăсатнă.

Паттăрсем сăнаççĕ тÿперен
Паттăрсем сăнаççĕ тÿперен

«Александр Иванович - чăн-чăн салтак, Тăван çĕршывăн паттăрĕ. Вăл ыттисен çурăмĕ хыçĕнче пытанса тăман, Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретне тăрса, алла пăшал тытса çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Унăн паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ яланах пирĕн асра упранĕ. Александрăн тăванĕсемпе, тус-юлташĕсемпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле хурланатăп», - тесе çырнă район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов социаллă сетьсенчи хăйĕн страницинче.
Александр Петров Нукасакри вăтам шкула пĕтерсен Çтерлĕри 54№ професси училищинче электрика вĕреннĕ, каярах Раççей çарĕнче хĕсметре тăнă. 2022 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче Çтерлĕ хула тата район çар комиссариачĕ чĕнсе илнипе мобилизацине лекнĕ. 2023 çулхи август уйăхĕн 15-мĕшĕнче çар тĕллевĕсене пурнăçланă чухне паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
Сывă чухне Саша пурнăçпа савăнма юратнине, чылай чухне шÿтлеме ăста, ырă кăмăллă пулнине пĕлтерет ăна вĕрентнĕ Айгуль Ягафарова вĕрентекен. Александр Ивановичăн 14 çулхи хĕрĕ тăлăха юлнă.
РФ Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн çар тивĕçне пурнăçланă чухне хăюллăхпа хастарлăх кăтартнăшăн, хăйне хĕрхенменшĕн Александр Иванович Петров рядовоя вилнĕ хыççăн Хăюлăх орденне парса чысланă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Авăркас районĕ, Чăваш Нукасак ялĕ.

Паттăрсем сăнаççĕ тÿперен
Паттăрсем сăнаççĕ тÿперен
Паттăрсем сăнаççĕ тÿперен
Паттăрсем сăнаççĕ тÿперен
Паттăрсем сăнаççĕ тÿперен
Паттăрсем сăнаççĕ тÿперен
Паттăрсем сăнаççĕ тÿперен
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: