Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çухату
6 Сентябрӗн 2023, 10:10

Ĕнерхи паттăрсем ĕмĕрех асра юлĕç

Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче кармаскалăсем Тăван çĕршыва хÿтĕлесе хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр лартнă çар тĕллевĕсене пурнăçланă паттăрсен ячĕсене ĕмĕрлĕхех асра хăварнă.

Ĕнерхи паттăрсем ĕмĕрех асра юлĕç
Ĕнерхи паттăрсем ĕмĕрех асра юлĕç

Çапла Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче Пĕлÿ кунне халалланă линейкăра ятарлă çар операцине хутшăнса паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Алексей Михайлова, Владимир Емельянова, Игорь Иванова, Чечен Республикинчи çар хирĕç тăрăвĕсенче пуçне хунă Эдуард Афанасьева тата Афган вăрçинче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă Иван Никитина асра тытса асăну хăмисем уçнă. Унта ПР правительствин премьер-министрĕн çумĕ – республикăри промышленность, энергетика тата инноваци министрĕ Александр Шельдяев, Кармаскалă район администраци пуçлăхĕ Альфир Сабиров тата ытти хисеплĕ хăнасем, паттăрсен тăванĕсемпе çывăх çыннисем хутшăннă.

Асăну хăмисем çамрăк ăрăва Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем кăтарнă хăюлăхпа паттăрлăха асра тытмаллине астутарсах тăрĕç.

Ĕнерхи паттăрсем ĕмĕрех асра юлĕç
Ĕнерхи паттăрсем ĕмĕрех асра юлĕç
Ĕнерхи паттăрсем ĕмĕрех асра юлĕç
Ĕнерхи паттăрсем ĕмĕрех асра юлĕç
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: