Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çухату
24 Мартӑн , 16:50

Телей ҫыххи пуҫтарӑттӑм...

Телей ҫыххи пуҫтарӑттӑм,  Парка ҫеҫкесенчен.  Илемлине ҫеҫ хурӑттӑм Чи ҫутӑ тӗссенчен.

Телей ҫыххи пуҫтарӑттӑм...
Телей ҫыххи пуҫтарӑттӑм...

Кашни ҫынна парнелӗттӗм,

Пурне те ҫӗр ҫинче.

Чун хӗлхемне валеҫӗттӗм,

Ҫемҫелӗччӗ тӗнче.

 Ӑшӑлӑхпа тултарӑттӑм,

Телейӗн ҫыххине.

Хаваслӑх, сывлӑх хушӑттӑм,

Чи ҫутӑ ӗмӗтне.

 Асамлӑхне кӑшт хурӑттӑм,

Чи пысӑк шанчӑкне.

Ҫӳлтен ҫӳле хӑпартӑттӑм,

 Тӑванлӑх туйӑмне.

Ҫирӗплӗхне шеллемӗттӗм,

Ӑнӑҫупа халне.

 Пурнӑҫ вӑйне те сӗнӗттӗм,

Мӗн пур ҫут тӗнчене.

Кашнин пит-куҫӗ ҫиҫтӗрччӗ,

Таса йӑл кулӑпа.

Чуна татса ан йӗтӗрччӗ,

Никам та асаппа.

Телей ҫыххи ан шантӑрччӗ,

 Нихҫан та, ӗмӗрне.

Пӗр ҫын та тек ан куртӑрччӗ,

Ҫемье ҫухатӑвне.

 Марина ИВАНОВА (КРАСНОВА)

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: