РФ Президенчĕ Владимир Путин телекăларăмра тухса калаçнă чухне тăватă террориста (вĕсем шăпах Крокус Ситире автоматсенчен перекенсем тата вут чĕртекенсем пулнă) тытса чарни çинчен пĕлтернĕ. Вĕсем Украина енне тарма хатĕрленнĕ, анчах та пакунлă çынсем террористсен çулне пÿлнĕ. Пурĕ вара 11 çынна арестленĕ.
ПР Правительствин çак эрнери оперативлă канашлăвĕ те шăплăх минутĕнчен пуçланнă. Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăра пурăнакансем вилнĕ çынсен тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле хурланни çинчен пĕлтернĕ, инкеке лекнисене хăвăртрах сывалма суннă. Çав вăхăтрах пурне те тимлĕ пулма ыйтнă.
«Ку вăл пирĕн çĕршыва, çынсене хăратма, пĕрлĕхе аркатас тĕллевпе тунă тискер ĕç. Çавăнпа та сыхă пулмалла, пĕр-пĕрне хисеплемелле. Ведомствăсем хушшинчи хăрушсăрлăх комисси канашĕн ĕçне вăйлăлатма ыйтатăп. Енчен те пирĕн енчен мĕнле те пулсан пулăшу кирлĕ-тĕк, пăхса тухас пулать. Муниципалитетсен пуçлăхĕсене тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарнă. Çак хăрушă теракт пурне те пăлхантарса ячĕ», - тенĕ Радий Хабиров.