Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çухату
30 Майӑн , 16:40

Анастасия Заворотнюк пурнăçран уйрăлса кайнă

«Моя прекрасная няня» çăлтăрĕ Анастасия Заворотнюк пурнăçран уйрăлса кайнă. Хурлăхлă хыпара Раççейĕн тава тивĕçлĕ артисчĕн официаллă пĕрлĕхĕнче пĕлтернĕ.

Анастасия Заворотнюк пурнăçран уйрăлса кайнă
Анастасия Заворотнюк пурнăçран уйрăлса кайнă

«Хисеплĕ туссем! Ĕненме тата кирлĕ сăмахсем тупма йывăр. Нумай вăхăт хушши йывăр чирпе асапланнă хыççăн Настя пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Эпир ăна ырă суннă, вăл сываласса шаннă кашни çынна тав тăватпăр. Настя эсир пулăшнине ялан туйнă, сирĕн пулăшăвăра хакланă. Унпа хăçан тата миçере сывпуллашассине паян каçпа пĕлтерĕпĕр», - тесе çырнă.

Аллă виçĕ çулхи актриса паян çĕрле вилни паллă. Юлашки пилĕк çул хушши вăл пуç мимин усал шыççипе кĕрешнĕ. Çавăнтанпа çынсем хушшине тухма чарăннă.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: