Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çухату
20 Июнӗн 2024, 11:45

Суук-Чишмара ятарлă çар операцийĕн паттăрĕпе Анатолий Зайцевпа сывпуллашнă

Çак кунсенче Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишма ялĕнче пурăнакансем хăюллă салтака Анатолий Зайцева çар чысĕпе юлашки çула ăсатнă. Хурлăхлă церемоние Кармаскалă район администраци пуçлăхĕ Альфир Сабиров, Кармаскалă тата Архангельск районĕсен çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Фануз Баширов, Анатолий Андреевичăн çывăх çыннисемпе тăванĕсем, пĕр ял çыннисем хутшăннă.

Суук-Чишмара ятарлă çар операцийĕн паттăрĕпе Анатолий Зайцевпа сывпуллашнă
Суук-Чишмара ятарлă çар операцийĕн паттăрĕпе Анатолий Зайцевпа сывпуллашнă

Çар тивĕçне пурнăçланă чухне кăтартнă хăюлăхпа хастарлăхшăн Анатолий Зайцев рядовая вилнĕ хыççăн «Хăюлăхшăн» орден парса чысланă.

 - Анатолий Андреевич – çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ, хăюллă çын, шанчăклă юлташ. Вăл яланах пулăшу пама хатĕрччĕ. Анатолий Зайцев пуриншĕн те хăюлăхпа паттăрлăх тĕслĕхĕ пек асра юлĕ, -  тесе сăмах каланă Кармаскалă тата Архангельск районĕсен çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Фануз Баширов.

А.А. Зайцев шкул саккинченех пурнăçа юратса, ыррине шанса çитĕннĕ. Вăл яланах чăнлăха мала хунă. Каччă футболпа хоккей тата сĕтел çи теннис выляма юратнă. Шкул тата район ăмăртăвĕсене пĕрре мар хутшăннă, парнеллĕ вырăнсем йышăннă. Анатолий Зайцев Авăркасри нумай профильлĕ колледжра «Тракторист-машинист» специальноçне алла илнĕ. 2019 çулта Хабаровск крайĕнчи Комсомольск-на-Амуре хулинче хĕсметре пулнă, Çарпа космос çарĕсенче служба иртнĕ. Каччă хăйне яваплă та ĕçе тĕплĕ пурнăçлакан çар çынни пек кăтартнă. Салтакран таврăнсан строительство сферинче вăй хунă. 2022 çулта Анатолий Андреевич Тăван çĕршыва хÿтĕлеме йышăну тунă, РФ Оборона министерствипе контракт алă пуснă. Кăçалхи çулăн апрель уйăхĕн 5-мĕшĕнче Анатолий Зайцева «Хастарлăхшăн» медальпе наградăланă. Анчах, апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнче çар задачисене пурнăçланă вăхăтра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

Эпир Анатолий Андреевичăн çывăх çыннисене нихăçан тавăрайми çухатăва чăтса ирттерме кăмăл çирĕплĕхĕпе чăтăмлăх сунатпăр.           

Суук-Чишмара ятарлă çар операцийĕн паттăрĕпе Анатолий Зайцевпа сывпуллашнă
Суук-Чишмара ятарлă çар операцийĕн паттăрĕпе Анатолий Зайцевпа сывпуллашнă
Суук-Чишмара ятарлă çар операцийĕн паттăрĕпе Анатолий Зайцевпа сывпуллашнă
Суук-Чишмара ятарлă çар операцийĕн паттăрĕпе Анатолий Зайцевпа сывпуллашнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: