Нина Ивановна çĕршыври чи лайăх математиксемпе çыхăну тытнă, çырусем çÿретнĕ. Унсăр пуçне Мускав патшалăх университечĕн трибуни çинчен математика вĕрентекенĕсем умĕнче сăмах каланă. Пермь хулинче математика учителĕсен Пĕтĕм Раççейри олимпиадине хутшăнса парнеллĕ вырăн йышăннă. Çавăн пекех Раççейĕн тĕрлĕ хулисенче иртнĕ конференцисене хастар хутшăннă. Пушкăртстан Республикинчи шкулсенче тухăçлă уçă уроксем ирттернĕ. Унăн урокĕсене ĕнерхи вĕренекенсем паянхи кун та ăшшăн, тав туса аса илеççĕ. Нина Ивановна ялти талантсене тупса палăртас, вĕсене малалла аталанма пулăшас тесе нумай вăй хунă. Ырă чĕреллĕ вĕрентекен чухăн çемьесенче çитĕнекен пултаруллă ачасемпе ĕçленĕ, вĕсене çутă малашлăх парнеленĕ.
Йывăр тăпру çăмăл пултăр, аслă тусăмăр. Чуну çÿлти патшалăхра çÿремелле пултăр. Санăн çутă сăнару яланах пирĕн чĕресенче упранĕ. Лăпкă çывăр, Нина Ивановна.
Юлташĕсен ушкăнĕ.