Çухату
22 Марта 2025, 13:10

Паллă чăваш ăсчахĕн чĕри тапма чарăннă

Пушкăртстанри чăваш тĕнчишĕн черетлĕ çухату килсе çитрĕ. Паян, март уйăхĕн 22-мĕшĕнче, паллă ученнăй, биологи наукисен докторĕ, профессор, Сорос доценчĕ (1999 ç.), Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ вĕрĕнтÿ ĕçченĕ (2000 ç.), Раççей Федерацин аслă професси пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2007 ç.), Пушкăртстан Республикинче генетика вĕрентĕвне никĕслекен Валентина Юрьевна Горбунова пиртен уйрăлса кайрĕ.

Паллă чăваш ăсчахĕн чĕри тапма чарăннăПаллă чăваш ăсчахĕн чĕри тапма чарăннă
Паллă чăваш ăсчахĕн чĕри тапма чарăннă

Валентина Юрьевна 1947 çулхи июль уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ермеккей районне кĕрекен Суккул ялĕнче çуралнă. 1965 çулта Пелепейри педагогика училищине вĕренсе пĕтерсен Пушкăрт патшалăх университетне биологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн 1972-1975 çулсенче СССР наукăсен академин Пушкăрт филиалĕнче хăйĕн пĕлĕвне анлăлатнă. 1979 çулта наукăсен кандидачĕн диссертацине хÿтĕленĕ.

Паллă ăсчахăн ĕç биографийĕ Пелепейри педагогика училищинче физкультура учителĕнчен пуçланнă. 1975 çултан пуçласа 1996 çулччен СССР Наукăсен академин Пушкăрт филиалĕнче, Раççей Наукăсен академийĕн Ĕпхÿри наука центрĕнче ĕçленĕ. Çав çулсенче вăл малтан биохими тата цитохими пайĕнче аслă наука ĕçченĕ пулнă, каярах, 1986-1996 çулсенче, генетика тата цитологи лабораторине ертсе пынă.

1996 çултан пуçласа В.Ю.Горбунова М. Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх университетĕнче тăрăшнă. Вăл пуçарнипе кунта «Генетика» специальноçне уçнă. Çирĕм çул хушшинче 200 ытла дипломлă генетиксем вĕрентсе кăларнă, вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем наука кандидачĕ пулса тăнă. Асăннă специальность аслă шкулăн визит карточки пулса тăрать. Ăсчах 310 ытла наука ĕçĕн тата 3 изобретенин авторĕ шутланать.

Валентина Юрьевнан ырă та çутă сăнарĕ пирĕн асра упранĕ. Лăпкă çывăр хаклă çыннăмăр.

Юлташĕсен ушкăнĕ.

Редакцирен. Валентина Юрьевна Горбуновапа сывпуллашассине тунти кун (март уйăхĕн 24-мĕшĕнче) Ĕпхÿ хулин Кăнтăр масарĕ çинчи ритуал залĕнче 11.30 сехетре йĕркелĕç.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас