Каркуша сăнарне вылякан Галина Марченко çут тĕнчерен уйрăлса кайнă
Мускавра 89 çула ярса пуснă, «Спокойной ночи, малыши» («Ырă каç пултăр, ачасем!») ача-пăча передачинче Каркуша сăнарне вылякан Галина Марченко актрисăн чĕри тапма чарăннă. Çакăн пирки AVNMedia телешоу производство студийĕ пĕлтернĕ.
Каркуша сăнарне вылякан Галина Марченко çут тĕнчерен уйрăлса кайнă
Галина Марченко 1937 çулхи январь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. 1975 çулта вăл Тĕп телевиденинче ĕçлеме пуçланă. 1998 çулта шăпа Галина Марченкăна Каркушăпа паллаштарнă. Çавăнтанпа вĕсем 25 çул хушши пĕр-пĕринчен уйрăлман.