

Илья Захаров Çтерлĕ районĕнчи Соколовка ялĕнче 1945 çулхи август уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Ĕç биографине вăл Элшейри тыр-пул совхозĕн уйрăмĕнче машинист-тракторист пулса пуçланă. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă хыççăн малтан чылай çул хушши Гафури районĕнчи ял хуçалăх отраслĕнче, каярах тăван Çтерлĕ районĕнче тăрăшнă. 1992 çулта ăна Çтерлĕ район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ пулма çирĕплетнĕ.
1998 -2004 çулсенче Федоровка район администрацин пуçлăхĕ пулнă. Çав вăхăтра кунта ял-паççулкасене газ, обществăлла территорисене тирпей-илем кĕртесси, социаллă объектсем çĕклесси, çулсене асфальт сарасси пурнăçланнă, кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх тытăмĕ аталаннă тата ытти те.
Илья Серафимович Пушкăртстанри чăвашлăх аталанăвĕшĕн те вăй-халне шеллемен. Район ертÿçи пулнă чухне тĕрлĕ мероприятисем ирттерме пулăшнă, хăй те вĕсенче пулма мехел çитертчĕ. Çавăн пекех вăл 2006-2008 çулсенче республикăри чăвашсен Канашне тухăçлă ертсе пычĕ. Чĕрипе те, юнĕпе те чăвашсемшĕн пăшăрханатчĕ, чылай чухне пуçаруллă та усăллă сĕнÿсем паратчĕ.
Эпир, унăн юлташĕсем, хамăрăн пĕр шухăшлă аслă тус-юлташ çак тĕнчерен уйрăлса кайнă май, унăн çывăх çыннисемпе тата тăванĕсемпе пĕрле хурланатпăр. Илья Серафимовичăн çутă сăнарĕ, ырă та пархатарлă ĕçĕсем яланах пирĕн асра упранĕç. Ыйвăр тăпри çăмăл пултăр, çăтмахра çÿремелле пултăр.
Юлташĕсен ушкăнĕ.