Аса илтеретпĕр, подразделение ăсатмалли церемони июль уйăхĕн пуçламăшĕнче Чишма районĕнчи «Патриот» çарпа патриотизм парк территоринче пулса иртнĕччĕ.
Вĕренÿ полигонĕнче пулнă май Пушкăртстан Пуçлăхĕ тактика занятийĕсене çитсе курнă, салтак-офицерсен пурăнмалли пурнăç условийĕсемпе кăсăкланнă. Çавăн пекех вăл хăйсен ирĕкĕпе батальона çырăннă пакунлă çынсене çул пилĕ панă.
- Эсир кунта пĕр уйăх çар ĕçне хăнăхатăр, часах хатĕрленÿ тапхăрĕ вĕçленет. Ку енĕпе питĕ те пĕлтерĕшлĕ ĕç пыни, профессионал специалист-командирсем тата лару-тăру вăрçăрине çывăх пулни курăнать. Пирĕншĕн сирĕнпе тĕл пулса калаçасси малти вырăнта тăратчĕ. Сирĕн мĕн те пулсан ыйтмалли, сĕнмелли пур-тĕр, - палăртнă Радий Хабиров.
Калаçу вăхăтĕнче батальон боецĕсем регион Пуçлăхĕнчен хăйсен çемйисене пулăшма ыйтнă.
- Ку вăл - манăн парăм тата манăн уйрăм яваплăх, - тенĕ Радий Хабиров. - Эпир сирĕн тăванăрсемпе çывăх çыннăрсене пĕччен хăварас çук, вĕсемпе пĕрле эсир таврăнасса кĕтĕпĕр.
Унсăр пуçне çар çыннисем ятарлă операци вĕçленсен те Минигали Шаймуратов ячĕллĕ батальона салатса ямалла маррине пĕлтернĕ.
- Ку кăсăк пуçару. Сирĕн сĕнĕвĕре эпир пăхса тухса хак парăпăр, уйласа пăхăпăр, - пĕтĕмлетнĕ Радий Хабиров.
Сăмах май, июль уйăхĕнче Пушкăртстанра тепĕр çар батальонĕ йĕркеленĕ. Вăл Раççей Геройĕ, Александр Доставалов майор ячĕпе хисепленет.
Юрий СНЕГОПАД.