Пысăк мероприятие хутшăниччен Раççей строительство министрĕ ПР Пуçлăхĕпе Радий Хабировпа Ĕпхÿри Нефтехимиксен культурăпа кану паркне çитсе курнă.
Юсаса çĕнетнĕ парка Раççей тата Ĕпхÿ хула кунĕсенче, июнĕн 12-мĕшĕнче, уçнă. Кунта спорт тата ача-пăча лапамĕсем йĕркеленĕ, велосипедсемпе ярăнакансем тата çуран çÿрекенсем валли çулсем хывнă, йытăсене уçăлтармалли лапамсем тунă тата ытти те.
Территорие симĕслетессине те пысăк тимлĕх уйăрнă: 68 пин тăваткал метр газона йĕркене кĕртнĕ, 370 йывăç тата 2 пине яхăн тĕм, çавăн пекех чечек çуракан ÿсен-тăрансем лартнă. Паркри шăвармалли система автомат мелĕпе ĕçлет. Унсăр пуçне 61 камера, 136 диван тата сак, 136 çÿп-çап савăчĕ вырнаçтарнă. Проект шайĕнче парка кĕнĕ çĕртри истори аркине те çĕнетнĕ.