Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ĕçлĕ визит
30 Августӑн 2023, 11:25

Санкт-Петербургри Пушкăртстан Республикин кунĕсем

Август уйăхĕн 25-27-мĕшĕсенче Санкт-Петербург хулинче Пушкăртстан Республикин кунĕсем иртнĕ. Мероприятие 115 пин çын хутшăннă.

Санкт-Петербургри  Пушкăртстан Республикин кунĕсем
Санкт-Петербургри Пушкăртстан Республикин кунĕсем

«Хур тата пыл» («Гусь и мед») гастрофестивале 3,5 тонна пыл тата 2,5 пин литр кăмăс илсе килнĕ. Пур продукцие виçĕ кун хушшинче сутса пĕтернĕ.
Санкт-Петербургри Дворцовăй площадĕнче тата Патшалăх академи капелли территоринче вырнаçнă Пушкăртстан выставкине республика пуçлăхĕ Радий Хабиров тата Санкт-Петербург хулин кĕпĕрнаттăрĕ Александр Беглов килсе курнă.
Август уйăхĕн 26-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ĕçлĕ форума хутшăннă. Эрмитажăн Тĕп штабĕнче Пушкăртстанăн экономикăпа инвестици пултарулăхĕн презентацийĕ тата «Регионсем хушшинчи партнерлăх – территорисен аталану никĕсĕ» («Межрегиональное партнерство - основа развития территорий») пленарлă лару иртнĕ.
Тĕп юхăмсенчен пĕри – Санкт-Петербургри музейсемпе çыхăнса ĕçлесси. Патшалăх Эрмитажĕн директорĕ Михаил Пиотровский пĕрле ĕçленин çĕнĕ формисем çинчен каланă.
- Эпир пĕр культура уçлăхĕнче пурăнатпăр, учрежденисемпе тĕрлĕ форматсемпе çыхăнса ĕçлетпĕр. Анчах та хальхи условисенче общество ыйтакан пуçарусене сĕнмелле. Сăмахран, Эрмитажра Пушкăртстан музейĕсен кунĕсене ирттерсе пулать, - ăнлантарса панă Михаил Пиотровский.
Санкт-Петербург хулин кĕпĕрнаттăрĕ Александр Беглов Раççей регионĕсен ытти хулисемпе тачă çыхăнура ĕçлени çинчен те каланă. Çавăн пекех Пушкăртстанпа Санкт-Петербург хулин туризм отраслĕнчи пĕрлешÿллĕ проектсен вăй-хăватне пысăк хак панă.
Радий Хабиров Пушкăртстан делегацинче туроператорсем пуррине те палăртнă. Вĕсем Санкт-Петербургри ĕçтешĕсемпе тĕл пулса çĕнĕ çыхăнусем тума килсе çитнĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче Пушкăртстан пуçлăхĕ Санкт-Петербург делегацине 2024 çулта Ĕпхÿ хулин 450 çулхи юбилейне йыхравланă. Çавăн пекех мероприяти вĕçĕнче Радий Хабировпа Александр Беглов 2024-2027 çулсенче Санкт-Петербургпа Пушкăртстан Республики пĕрле ĕçлесси çинчен калакан «çул-йĕр картине» çирĕплетнĕ. Унпа килĕшуллĕн Санкт-Петербургра Пушкăртстан представительстви уçăлмалла.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Санкт-Петербургри  Пушкăртстан Республикин кунĕсем
Санкт-Петербургри  Пушкăртстан Республикин кунĕсем
Санкт-Петербургри  Пушкăртстан Республикин кунĕсем
Санкт-Петербургри  Пушкăртстан Республикин кунĕсем
Санкт-Петербургри  Пушкăртстан Республикин кунĕсем
Санкт-Петербургри  Пушкăртстан Республикин кунĕсем
Санкт-Петербургри  Пушкăртстан Республикин кунĕсем
Санкт-Петербургри Пушкăртстан Республикин кунĕсем
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: