-4 °С
Юр
Пушкăртстан пуçлăхĕ шкула юсассипе çыхăннă сĕнÿсем хатĕрлеме хушнă. Çавăн пекех вăл çитес çул Миякинче искусство шкулне хăпартма пуçласси çинчен пĕлтернĕ. Тивĕçлĕ хушăва Радий Хабиров 2020 çултах панă, анчах та кăшăлвирус пандемине пула проект ĕç-хĕлне чарса тăнă.
- Çав хушăрах малтан калаçса татăлнине тем тесен те пурнăçлăпăр, - тенĕ вăл.
Ял çыннисем тата ятарлă çар операцине гуманитарлă пулăшу çитерме грузовик кирли пирки те пĕлтернĕ. Вырăнта пурăнакансем салтаксем валли кирлĕ япаласем пуçтараççĕ. Республика пуçлăхĕ ял çыннисене çак ыйтупа пулăшма шантарнă.