Урал сасси
+2 °С
Ясно
Ĕçлĕ визит
22 Мая 2024, 07:22

Радий Хабиров Узбекистанри Наманган облаçĕн хокимĕпе тĕл пулнă

Пушкăртстан пуçлăхĕ Узбекистанри Наманган облаçĕн хокимĕпе (губернаторĕпе) тĕл пулса регионсен хутшăнăвне аталантарас ыйтăва сÿтсе явнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Радий Хабиров  Узбекистанри Наманган  облаçĕн хокимĕпе тĕл пулнăРадий Хабиров  Узбекистанри Наманган  облаçĕн хокимĕпе тĕл пулнă
Радий Хабиров Узбекистанри Наманган облаçĕн хокимĕпе тĕл пулнă

Проектсенчен пĕри  Ĕпхÿ хулинче Наманган облаçĕн  пусма таварне сутмалли çурт уçасси шутланать.

-Пирĕн Белоруссинчи «Коминтерн»  çăмăл промышленность предприятийĕпе опыт пур. Çавăнпа та Узбекистанра туса хатĕрленĕ паха тумтир Пушкăртстан çыннисемшĕн те вырăнлă тата кирлĕ пуласса шанатăп.

Çавăн пекех икĕ республика ял хуçалăхĕн  çыхăнăвĕсене аталантарма, пахча çимĕçе, типĕтнĕ улма-çырлана сутăн илесси пирки калаçса татăлнă.

- Пирĕн республика Узбекистанран илсе килекен типĕтнĕ улма-çырлана пĕтĕм Раççейĕпе салатакан вырăн пулма хатĕр. Çавăн пекех агропромышленность сферинчи инвесторсене Пушкăртстан территоринче хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме сĕнетпĕр, - тесе çырнă Радий Хабиров хăйĕн социаллă сечĕсенче.

Автор:Инга Алексеева