Пур хыпар та
Ĕçлĕ визит
11 Августӑн 2024, 12:40

«Хыпар» Издательство çурчĕн журналисчĕсем Пушкăртстанра пулчĕç

Çак кунсенче Пушкăртстанра Чăваш Енри «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем – ача-пăча редакциĕн («Тантăш» хаçат тата «Тетте» журнал) редакторĕ Елена Атаманова тата Татьяна Ишмуратова корреспондент – пулчĕç. Вĕсем Ĕпхÿ хулинче пулнă май, Пушкăртстан Республикинчи «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн хысна патшалăх предприятийĕн тĕп директорĕпе Расул Сафаргалиевпа, ПР Журналистсен союзĕн председателĕпе Вадут Исхаковпа тата унăн çумĕпе Ильгам Яндавлетовпа, çавăн пекех ачасем валли пушкăртла тухса тăракан «Акбузат» журналăн тĕп редакторĕпе Лариса Абдуллинапа тĕлпулу ирттернĕ. Ĕçлĕ калаçăва Лариса Хашимовнан ĕç пулĕмĕнче йĕркеленĕ.

«Хыпар» Издательство çурчĕн журналисчĕсем Пушкăртстанра пулчĕç
«Хыпар» Издательство çурчĕн журналисчĕсем Пушкăртстанра пулчĕç

Хăнасем хайсем патĕнче кăларакан хаçат-журналсене илсе килнĕ, хуçасене вĕсемпе паллаштарнă. Шупашкар журналисчĕсем «Хыпар» тесе çырни (вĕсен футболки çинче те çак сăмаха курма пулать) «вести» сăмахпа тÿр килни çинчен каласа панă. Чăваш Республикинче чăвашла тухакан хаçатсене пĕрлештерекен патшалăх издательстви шăпах çак ятпа çÿрени çинче пĕлтернĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче икĕ ен те хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарнă, çырăнтару кампанийĕпе çыхăннă, кăларăмсене розницăра салатас ыйтусене сÿтсе явнă. Пушкăртстанри ĕçтешсем пирĕн республикăра 35 çул хушши «Урал сасси» хаçат ăнăçлă тухса тăнине палăртнă. Çавăн пекех регионта «Канаш» обществăлла организаци тухăçлă ĕçленине асăнса хăварнă.

Ĕпхÿ хыççăн калем ăстисем Кармаскалă, Авăркас районĕсенчи ялсенче пулнă, ăшă та кăмăллă, ĕçлĕ тĕлпулусем йĕркеленĕ. Акă, мĕн çырать Елена Атаманова çак самантсем пирки ватсапри ушкăнра: «Пушкӑртстанри Кармаскалӑ районӗнчи Йӑмран ялӗнчи чӑвашсем пӗр-пӗринпе питӗ туслӑ пурӑнаҫҫӗ, чӑваш культурине, йӑла-йӗркене аталантараҫҫӗ.
"Ҫӑлкуҫ" фольклор ансамблӗ ( ертӳҫи - Алевтина Степанова) республикӑра кӑна мар, Раҫҫейӗн мӗн пур кӗтесӗнче янраса тӑрать. Вӗсем хӑйсен юрри-ташшипе Мускаври, Питӗрти тата ытти чылай хулари фестивальсене хутшӑнаҫҫӗ, район, республика, Раҫҫей шайӗнчи конкурссенче ҫӗнтереҫҫӗ. Абхазире пурӑнакансене хӑйсен авалхи юрри-ташшипе савӑнтарнӑ, тӗлӗнтернӗ. Ҫавӑн пекех культура ҫуртӗнче ача-пӑча ансамблӗ те, театрӗ те ĕçлет.
Ҫакӑ савӑнтарчӗ, йӑмрансем тата юнашарти чӑваш ялӗсенчи суук-чишмасемпе тинӗскӳлсем Хыпар" Издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсемпе интересленсех паллашрӗҫ, малашне туслӑ, пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме тата ҫырӑнса илме сӑмах пачӗҫ».

Авăркас районĕнчи пулни те аякран килнĕ журналистсемшĕн чылайлăха асра юлĕ. Çĕньял тата Шланлă ялĕсенче пулнă май вырăнти шкул директрĕсемпе Андрей Алексеевпа тата Николай Глуховпа тĕл пулнă, чăвашла тухакан хаçат-журналсене ачасен хушшинче сарасси пирки калаçнă. Çав вăхăтрах Андрей Михайловичпа Николай Михайлович вĕренекенсем валли «Тетте» тата «Тăван Атăл» журналсем çырăнса панă. Çапла майпа вĕсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе чăваш чĕлхипе культурине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă.

Ишимбай районĕнчи Торатау шихан çинче пулни Шупашкар хăнисене  уйрăмах тыткăнланă, кунта малашне те килсе çÿрес туйăм çуратнă. Çакна кунта тунă сăн ÿкерчĕксем те çирĕплетеççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: