Урал сасси
+9 °С
Облачно
Ĕçлĕ визит
18 Октября 2024, 05:20

Раççей Президенчĕ Ĕпхĕве килсе çитнĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Пушкăртстанăн тĕп хулине ĕнер, октябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче, килсе çитнĕ. Мустай Карим ячĕллĕ пĕтĕм тĕнче шайĕнчи «Ĕпхÿ» аэропортра ăна Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров кĕтсе илнĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Раççей Президенчĕ Ĕпхĕве килсе çитнĕРаççей Президенчĕ Ĕпхĕве килсе çитнĕ
Раççей Президенчĕ Ĕпхĕве килсе çитнĕ

Çĕршыв пуçлăхĕ «Раççей – спорт çĕршывĕ» XII Пĕтĕм тĕнчери форумăн мероприятийĕсене хутшăнĕ. Çавăн пекех ăна Пушкăртстанри пысăк та паллă спорт объекчĕсене кăтартĕç тесе пĕлтернĕ республика пуçлăхĕн пресс-службинче.

Владимир Путин Ĕпхÿре Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарассипе ĕçлекен Канашăн ларăвне ирттерĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов