«Дар императрицы» - Иккĕмĕш Кĕтерне вăхăтĕнчи пурнăç (тÿрĕ куçпа пăхса), «Спасение Европы» - монголсем Европăна тапăнса килни, унти çĕршывсене чăннипе Атăлçи пăлхарсем çăлса хăварни çинчен. Тĕплĕнрех аннотацисенчен тата вулакансен шухăшĕсенчен пĕлме пулать. Кĕнекесене ЛитРес интернет-магазин сутать. Пурте вулама пултарччăр тесе хакне питĕ йÿнĕ турăмăр.
Эпĕ чапшăн-мулшăн-пайташăн çунакан çын мар. Анчах ку кĕнекесене кашни чăваш вуласан аван тесе шутлатăп. Ма тесессĕн вĕсенче - пирĕн халăх историйĕ. Сăмах май, икĕ кĕнеки те паянхи куна чи нумай вуланаканнисен тата сутăнаканнисен шутĕнче. Анчах вĕсене ытларах вырăссем, тутарсем, пушкăртсем, ют çĕршыв çыннисем туянаççĕ. Чăннипе вара иккĕшĕнче те чăвашсен авалхи пурнăçне-шăпине пайăрласарах çутатнă. Эппин, хайлавĕсем те вĕсемшĕн кăсăклăрах пулмалла пек. Шел, пирĕн республикăра паян литературăна тимлемеççĕ, çакнашкал кĕнекесем тĕнче шайне тухни çинчен МИХсем шарламаççĕ. Кĕнекесене тупас тесен ЛитРес сайта кĕмелле, «поиск» йĕрĕнче Николай Максимов тесе çырмалла, ун хыççăн кирлĕ романа суйласа илмелле. Малалла мĕн тумаллине унта кăтартнă.
Сире хисеплесе
тата ăнăçу сунса -
Николай МАКСИМОВ, Раççей тата чăваш писателĕ.