Пур хыпар та
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
15 Сентябрӗн 2021, 11:11

Алăра - «Пурнăç урапи»

Çак кунсенче Пелепей хулинчи информаци центрĕнче (ĕлĕкхилле каласан типографинче) Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче пурăнакан Александр Егоров сăвăçăн виççĕмĕш кĕнеки кун çути курчĕ. Çĕре яхăн страницăран тăракан сăвăсен пуххине автор «Пурнăç урапи» ят панă.

Алăра - «Пурнăç урапи»
Алăра - «Пурнăç урапи»

«Мĕн çинчен çыратăн» текен ыйту çине сăмах ăсти татăклăн çапла хурав парать: «Паллах, пурнăç çинчен. Урăх мĕн çинчен çырмалла-ха? Хамăн аннепе мăшăр çинчен ытларах йĕркесем пуçа пырса кĕреççĕ. Вĕсем çĕр çинче чи хаклă çынсем вĕт. Ытти тăван-пĕлĕшсене те манман. Çын шăпи, çынна юратни, туслăхпа тăванлăх, татулăхпа тăнăçлăх, ыратупа юрату, çут çанталăк илемĕпе ăна упрасси çинчен тĕрлĕ хайлавсем калăплатăп»,- тет. Çак йĕркесене кĕнекен «Ум сăмахĕнче» чăваш наци академикĕ Владимир Максимов таврапĕлÿçĕ çырса кăтартать.
Малалла вара ăсчах хăйĕн шухăшне те пĕлтерме манман: «Сăвăсен янравĕ, ритмĕ, тарăн шухăшĕ вулаканăн чун-чĕрине хавхалантарма пултарĕ тесе шутлатăп. «Пурнăç урапи» сăвă кĕнеки чăваш литературин çÿлĕкĕ çинче тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шанас килет».
Сăмах май, Александр Михайловичăн малтанхи кĕнекисем «Тăван тавралăх» (2010 ç.) тата «Ту-сăртсен ытамĕнче» (2015 ç.) ятпа пичетленсе тухнă.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: