Пур хыпар та
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
14 Июлӗн 2022, 13:20

Дина Гаврилова çыравçă çĕнĕ кĕнекине хăтлать

Ĕнер, июль уйăхĕн 12-мĕшĕнче Ҫтерлӗ хулинче 6 № библиотекӑра чикӗ леш енчен, Эстонири Таллин хулинчен, килсе ҫитнӗ паллӑ ҫыравҫӑпа Дина Гавриловапа тӗлпулу иртрӗ. Пирӗн ентеш, Пушкӑртстан чӑвашӗ, ытларах вырӑсла хайлавсем ҫырать пулсан та хăйĕн ентешĕсем, тӑван тӑрӑхĕсем çинчен  сӑнарлă та чĕрене пырса тивекен йĕркесем шăрçалать. «Ты лучше всех» («Эсĕ чи лайăххи») çĕнĕ кĕнеки те палланă, пушкăрт çĕрĕпе çыхăннă  сăнарсемпе пуян.  Тĕлпулу вăхăтĕнче ытларах калаçу çак çĕнĕ кĕнеке тавра пычĕ, унăн презентацийĕ иртрĕ. Сăмах май, асăннă пĕлÿ çăлкуçĕ Ĕпхÿри «Китап» кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă.

Дина Гаврилова çыравçă çĕнĕ кĕнекине хăтлать
Дина Гаврилова çыравçă çĕнĕ кĕнекине хăтлать

Çтерлĕре писательпе  çулсерен тӗлпулусем йĕркелесси йӑлана кӗнӗ тесен те юрать. Хальхинче вăл тăватттăмĕш хут иртрӗ. Пирӗн, хамӑрӑн, тетпӗр эпир Динăна. Мероприяти вăхăтĕнче пултарулăх  анинчи ҫӗнӗлӗхсемпе паллашрӑмӑр. Паллах , пурнӑҫ ҫинчен те калаҫу пулчӗ. Сăмах ăстин "Цвета холодных лет"  («Сивĕ çулсен тĕсĕсем») романĕ Санкт- Петербургра  «Реноме» издательствăра кун çути курнă. Тĕлпулăва пухăннисем "Сте-лит", "Шуратӑл" литпӗрлешӳсен, хулари чӑваш наципе культура автономийĕпе пĕрлешĕвĕн пайташӗсем тата ыттисем те ӑшӑ, кӑмӑллӑ калаҫӑва хутшӑнса хӑйсене интереслентерекен ыйтусене çĕклерĕç, хӑнана тимлĕ итлерӗҫ. Каншинех чаплӑ та пултаруллă  ентешĕмĕре тав турӗҫ.

Эпир  Дина Гаврилована  çыравçа  июль уйăхĕн 16-мĕшĕнче Авăркас районĕн центрĕнче,Толбазă салинче, иртекен Уявра кӗтетпӗр. Чăваш прасникне килекенсем авторӑн автографӗпе кӗнекесем те туянма пултараççĕ. Пуриншĕн те Уяв алăкĕ уçă.

Паян вара, июль уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Ĕпхÿри Заки Валиди ячĕллĕ вулавăшра Дина Гаврилова çыравçăн «Ты луче всех» кĕнекин хăтлавĕ  иртет. Мероприяти 15. 00 сехетре пуçланать. Кăмăл тăвакансене сăмах ăсти уçă та ăшă кăмăлпа кĕтет.

Людмила МАРКИНА.

Çтерлĕ хули.

Дина Гаврилова çыравçă çĕнĕ кĕнекине хăтлать
Дина Гаврилова çыравçă çĕнĕ кĕнекине хăтлать
Дина Гаврилова çыравçă çĕнĕ кĕнекине хăтлать
Дина Гаврилова çыравçă çĕнĕ кĕнекине хăтлать
Дина Гаврилова çыравçă çĕнĕ кĕнекине хăтлать
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: