Пур хыпар та
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
15 Ноябрӗн 2023, 09:10

Çитес кĕнеке пулатех

Çак кунсенче Василий Антоновăн черетлĕ кĕнеки «Икĕ тĕнче» ятпа кун çути курчĕ. Шучĕпе вăл, çыравçă çирĕплетнĕ тăрăх, вăтăрмĕш. Ăна автор хăй – 75 çул, мăшăрĕ – 70 çул тата çемье çавăрнăранпа 52 çул çитнине халалланă. Вăл 184 страницăран тăрать.

Çитес кĕнеке пулатех
Çитес кĕнеке пулатех

Çыравçă мăшăрĕпе Узбекистана кайни, инçетри тăванĕсемпе тĕл пулни, çут тĕнчерен уйрăлнă çынсен вил тăприйĕсене пуç тайни, пуйăс çинче тĕрлĕ çынсемпе калаçни кĕнекен тĕп сюжечĕ пулса тăрать. Кунтах Украина çĕрĕ çинче ятарлă çар операцийĕ пыни, вăй питти арçынсем (салтаксемпе офицерсем) тăшманпа, хальхи вăхăтри фашистсемпе нацистсен эткерĕсемпе паттăррăн çапăçни, вĕсене мĕнпур халăх пулăшни, çак операцине кашни çын хăйне майлă хак пани çинчен ăнланмалла та ансат чĕлхепе çырса кăтартнă. Кĕскен каласан, сăмах ăсти пурнăçри усал та ырă, хура та шурă, хурлăх та савăнăç, пиччĕн те тÿнтер енсене уçса пама тăрăшнă.
Василий Сергеевич вулакан патне çитнĕ хăйĕн вăтăрмĕш кĕнекипе, çырас пултарулăхĕнче пăнчă лартма васкамасть-ха. Унăн аллинче çивĕч калем, умĕнче шурă хут. Шурă хута хуратма вара пуçра уй-шухăш та, асаилÿ саманчĕсем те çителĕклех. Апла пулсан çитес кĕнеке çуралатех. Ăнăçу сунатпăр сумлă çыравçа.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: