Пур хыпар та
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
20 Декабрӗн 2023, 12:05

«Саламлама пултаратăр, эпĕ – ача-пăча çыравçи»

Чăваш кĕнеке издательствинче Константин Малышев (Тутарстан) çырнă калавсен пуххи пичетленсе тухнă. Вăл «Ачалăхăм» ятпа кун çути курнă. Автор шучĕпе, çакă пултарулăх çынни çулталăка тивĕçлĕ вĕçленине пĕлтерет.

«Саламлама пултаратăр, эпĕ – ача-пăча çыравçи»
«Саламлама пултаратăр, эпĕ – ача-пăча çыравçи»

– Мана саламлама пултаратăр, эпĕ – ача-пăча çыравçи! Тахçанах шухăшăм пурччĕ кĕнеке çырмашкăн. Пандеми пулман пулсассăн эпĕ ăна нихăçан та пуçлаймăттăм пулĕ. Ачалăхри историсене пандеми вăхăтĕнче мар, ун хыççăн шурă хут çине куçарма тытăнтăм. Кăшăлвируспа икĕ хутчен чирлени астăвăма витĕм кÿнине асăрханă хыççăн алла перо тытма шутларăм. Манса кайиччен.
Мĕн çинчен çак кĕнеке? Ячĕ хăй çинчен хăй калать. Максим Горький вырăс писателĕ çырнă евĕр – манăн ачалăхăм.
Ытларах хам тата юлташсем, кампа ÿснĕ çавсем çинчен. Ялта çитĕннĕ пур арçын ачапа та пулма пултаракан пăтăрмахсем пирки тенĕ пулăттăм: пăрлă шывра путни, хулара çухалса кайни, ăман çисе пăхни, лаша çинчен персе ÿкни, юрату… Тен, çавăнпа та редакторсем асăрханса 16+ лартнă. Ку кĕнекере ача-пăча калавĕсем мар, ачалăх çинчен çырнă йĕркесем.
Нихăçан та каялла тавăрайми ачаш вăхăт ахрăмĕпе асаилÿсен пуххи пурнăç тăршшĕпех пирĕн асра упранаççĕ. Халĕ ĕнтĕ манăн кĕнеке те çак ылтăн вăхăта аса илтерĕ, – çырать автор ВКонтакте социаллă сетьри страницинче.
Надежда РОДИОНОВА.

«Саламлама пултаратăр, эпĕ – ача-пăча çыравçи»
«Саламлама пултаратăр, эпĕ – ача-пăча çыравçи»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: