Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
27 Декабрӗн 2023, 09:05

Зинаида Сурпан вулакансене çĕнĕ кĕнекепе савăнтарчĕ

Кăçалхи çулталăк «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ Зинаида Сурпаншăн та тухăçлă пулчĕ. Çак кунсенче вулакан патне унăн çĕнĕ «Атя-ха, чунăм, калаçар» кĕнеки çитрĕ. Асăннă кĕнекене «Ан васка, шурăмпуç» (2004) кĕнекери сăвăсем кĕнĕ, тĕрĕсрех каласан, ăна иккĕмĕш хут кăларнă.

Зинаида Сурпан вулакансене çĕнĕ кĕнекепе савăнтарчĕ
Зинаида Сурпан вулакансене çĕнĕ кĕнекепе савăнтарчĕ

– Аякри Пушкăртстан ялĕнче пурăнакан питĕ талантлă Зинаида Сурпана кăçал Çеçпĕл Мишши фончĕ телейлĕ турĕ. Кĕнеке кăларас расхутсене фонд хăй çине илчĕ, – тет Валерий Туркай чăваш халăх поэчĕ.
Зинаида Николаевна Сурпан (Семенова) – РФ Писательсен союзĕн членĕ, Фатих Карим ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ. Пушкăртстанри Федоровка районне кĕрекен Ашкатар ялĕнче çуралнă. Çтерлĕри культурăпа çут ĕç техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра Ашкатарти культура çуртĕнче илемлĕх ертӳçи пулса вăй хурать, «Ашкатар çăлкуçĕсем» халăх фольклор тата юрăпа ташă ушкăнне ертсе пырать. Пушă вăхăтра сăвăсем, пьесăсем, интермедисем çырать. Вĕсем авторсен пĕрлешÿллĕ кĕнекисенче, «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче, «Урал сасси» хаçатра пичетленеççĕ. Сăввисем (вĕсем 200 ытла) тăрăх композиторсем юрăсем хываççĕ.
Зинаида Николаевнăна çĕнĕ кĕнеке тухнă ятпа чун-чĕререн саламласа пултарулăх анинче çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатпăр. Çĕнĕ кĕнекесем кăларма укçи-тенки, спонсорĕсем тупăнсах тăччăр.
Надежда РОДИОНОВА. Федоровка районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: