-5 °С
Юр
Çĕнĕ çул номерĕнче вулакансем валли хăйне евĕр парне те пур. Ку вăл – 2024 çулхи чăвашла календарь. Ăна эпир яланхи пекех тăваттăмĕш питре вырнаçтарнă, вăл тĕрлĕ тĕслĕ. Календаре «Раççей чăваш пики - 2023» конкурсăн «Чи тарават пике» номинаци çĕнтерÿçин Татьяна Назарован наци тумĕпе ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕкĕ илем кÿрет. Татьяна Шаран районĕнчи Борисовка ялĕнче çуралса ÿснĕ, халь вăхăтра Ĕпху хулинче пурăнать. Сăмах май, вăл та Пушкăртстан чăвашĕсене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕ ячĕпе саламлать, пурне те ырлăх-сывлăх, телей те ăнăçу сунать.
Юрий СНЕГОПАД.