Пур хыпар та
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
10 Июлӗн , 11:10

Тĕпре – Мало-Белебейкăпа унăн çыннисем

Июнь уйăхĕнче Пелепейри информаци центрĕнче «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕн, наци академикĕн Рудольф Павловăн «Деревенька моя» кĕнеки кун çути курчĕ. Асăннă кĕнеке таврапĕлÿ çăлкуçĕ шутланать. Тиражĕ – 150 экземпляр.

Тĕпре – Мало-Белебейкăпа  унăн çыннисем
Тĕпре – Мало-Белебейкăпа унăн çыннисем

Тĕпре – Мало-Белебейка чăваш ялĕ тата унăн çыннисем. Тарăн пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă автор ĕнерхи ялăн историне, çак тăрăхра пурăннă çынсен кун-çулне тĕпченĕ. Вĕсен аса илĕвĕсене те кĕнекене кĕртнĕ. Çыравçа материалсем пухас ĕçре Александр Георгиевичпа Ирина Федоровна Архиповсем, Сергей Архипов тата Тамара Ивановна Павлова мăшăрĕ пулăшнă. Çапла майпа Рудольф Павлов-Илькелри хăй мĕн пĕлнине, республикăн Тĕп архивĕнче тата Пелепей хулинчи историпе краеведени музейĕнче тупнă материалсене çамрăк ăрăва парса хăварма тăрăшнă.
Кăларăма çыравçăн тата Мало-Белебейка çыннисен архивĕсенчи сăн ÿкерчĕксем пуянлатаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.

Тĕпре – Мало-Белебейкăпа  унăн çыннисем
Тĕпре – Мало-Белебейкăпа унăн çыннисем
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: