Пур хыпар та
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
8 Августӑн , 15:00

Вăхăт асамçи тата унăн вилĕмсĕр поэми

Çак кунсенче Константин Ивановăн «Нарспи» поэмин репринтлă (копия) тиражĕ тухнă.

Вăхăт асамçи тата унăн вилĕмсĕр поэми
Вăхăт асамçи тата унăн вилĕмсĕр поэми

Вăл Чăваш кĕнеке издательстви 1976 тата 1984 çулсенче кăларнă кĕнекесен копийĕ шутланать. Художникĕпе художествăлла редакторĕ Э.М. Юрьев пулнă. Чăваш чĕлхинчен вырăслана Борис Иринин куçарнă, А.Т. Твардовский редакциленĕ.
Вулакан, ÿнерçĕсемшĕн пултарулăх тĕслĕхĕ шутланакан, Элли Михайловичăн художествăпа полиграфи ĕçне çĕнĕрен хаклама пултарать. Малтанах Элли Юрьев поэмăн содержанине тарăн ăнланнине, произведенин сюжечĕпе темине Константин Иванов куçĕсемпе сăнаса пама тăрăшни куçа курăнать. Художник хăй тĕллевне пурнăçланă – пирĕн ума тĕлĕнмелле чăваш ялĕн историйĕ тухса тăрать, кĕнеке чăваш тĕнчин иртнĕ ĕмĕрĕ, унăн сăнарĕсен кун-çулĕ çинчен каласа парать.
Çĕнĕ кăларăмпа паллашнă май, тепĕр хут Константин Иванов гениллĕ поэт, вăхăт асамçи, унăн пултарулăхĕ кирек хăçан та çынсене кирлине ăнланатпăр.
Владимир СТЕПАНОВ. Шупашкар хули.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: