Энциклопедие ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн кĕске вăхăт хушшинче кун çути кăтарнă. Кĕнекене пуçласа регион пуçлăхĕ тата Муртаза Рахимовпа пĕрле ĕçленисем алла илнĕ. «Муртаза Рахимов» энциклопедийĕн тĕп редакторĕ – ПР Наукăсен академийĕн вице-президенчĕ, экономика наукисен докторĕ Александр Дектярев профессор.
Энциклопедие 550 яхăн статья кĕнĕ. Вĕсенчен çурри – терминологи тата биографи статйисем. Çак нумай енлĕ çынпа паллаштарас тĕллевпе вăл ахаль ял ачинчен Раççей шайĕнчи патшалăх деятелĕ çитĕннине кăтартса, Рахимов ертсе пынă вăхăтри республика çул-йĕрне çутатса пама тăрăшнă.
Энциклопеди шежеререн, ăру-тăванлăх, биографи даннăйĕсенчен пуçланать. Ачалăх тата çамрăклăх çулĕсене малтанах çутатса панă. Каярах унăн професси ĕç-хĕлне – Ĕпхÿри нефть университетĕнчен вĕренсе тухнипе нефте тирпейлекен заводран пуçласа ПАССР Аслă Канашне ĕçлеме киличчен – сăнласа панă. Çав самантран унăн политика биографийĕ пуçланать. Ку – тĕп пай. Унта тĕп статьясем, материалăн 90% кĕнĕ. Çав шутра - республикăри экономикăна, социаллă сферăпа культурăна, вĕрентÿпе наукăна сăнласа паракан статьясем.
Уйрăм пайра Рахимов командипе паллаштарнă. Вĕсем – çав вăхăтри патшалăх тата общество деятелĕсем. Малалла ун пирки аса илнисене тата ун пирки çырнă биографие кĕртнĕ.
Кĕнеке пин экземлярпа кун çути курнă. Пур тиража та чи малтан шкулсемпе гимназисене, лицейсемпе колледжсене, хуласемпе районсенчи пысăк библиотекăсене, патшалăх влаçĕн органĕсене, университетсене, республикăри обществăпа культура центрĕсене ăсатĕç.
Асăннă энциклопеди кăларăмĕ пур ăрушăн та, уйрăмах çамрăксемшĕн, информаципе пĕлÿ çăлкуçĕ пулса тăрать. Çавăнпа та чи малтан ăна çамрăксем патне çитерме тăрăшĕç.
Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕ кĕнекене Раççей Федерацийĕн пур субъектне те çитерĕ. Унсăр пуçне кĕнекен пĕр пайне мероприятисенче парне туса пама хăварĕç. Мĕншĕн тесен республикăна час-часах хăнасем килеççĕ. Муртаза Рахимов ĕç-хĕлне çĕршыв шайĕнче те пысăка хурса хакланă, çавăнпа та энциклопедипе Кремльте те паллаштарĕç.