Урал сасси
+18 °С
Облачно
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
21 Марта 2025, 08:00

«Улăх чечекĕ»

Шăпах çак ятпа нумаях пулмасть черетлĕ кĕнеке, шучĕпе 33-мĕш, кун çути курчĕ. Çак савăнăçа хамăн вулакансемпе пайлас тесе васкатăп.

«Улăх чечекĕ»«Улăх чечекĕ»
«Улăх чечекĕ»

Пĕр хуплашка айĕнчи 72 страницăра вырăн тупнă икĕ калаври ĕçсем çĕр çинче пулса иртеççĕ пулин те, вĕсем пĕр-пĕринпе нимĕнле те çыхăнман. Пĕрремĕшĕнче – чăн-чăн та таса юрату, тарăху та хирĕçÿ витĕр тухса, ешĕл курăк чула шăтарса хĕвел патнелле туртăннă евĕр, каччăпа хĕре кун-çул телейне парнелет. Иккĕмĕшĕнче – Илья Ильич, ăслă çын, пурнăçăн тĕрлĕ ыйтăвĕсене хăй ăнланнă пек хурав та хак парать: тăван халăх пирки, политикăпа влаç çыннисем, кĕнеке, культура, вăрçă-харçă инкекĕсем çинчен тата ытти те.
Манăн пĕрремĕш вулакансем тата хак паракансем, яланхи пекех – Чăваш Кăпавĕ салинчи «Пилеш» халăх ансамблĕн пайташĕсемпе вĕсене кашни уявра итлекенсем.
Василий АНТОНОВ çыравçă.
Иглин районĕ, Чăваш Кăпавĕ ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас