Урал сасси
+18 °С
Облачно
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
5 Июля 2025, 09:00

«Нарспи» поэма икĕ чĕлхепе кун çути курчĕ

«Нарспи» поэма чăваш литературин классикĕн Константин Ивановăн чи паллă хайлавĕсенчен пĕри шутланать. Кунта Нарспипе Сетнерĕн телейсĕр юратăвĕ тĕп тема пулса тăрать. Çамрăк поэт ăна 17 çулта çырнă. Поэмăри сюжет çивĕчлĕхĕ, сăнарлăхĕ кирек хăш ÿсĕмри вулакана та тыткăна илет.

«Нарспи» поэма икĕ чĕлхепе кун çути курчĕ«Нарспи» поэма икĕ чĕлхепе кун çути курчĕ
«Нарспи» поэма икĕ чĕлхепе кун çути курчĕ

Произведени пирвайхи хут 1908 çулта кун çути курнă. Унтанпа ăна нумай хут пичетленĕ, тĕрлĕ чĕлхене куçарнă.

Чăваш кĕнеке издательствинче çак кунсенче «Нарспи» поэма икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла – кун çути курчĕ. Вырăсла Петĕр Хусанкай чăваш халăх поэчĕ куçарнă. Кăларăм хуплашкине Александр Федоров çамрăк художник хатĕрленĕ, кĕнекене Наталия Орлова илемлетнĕ.

 

Владимир СТЕПАНОВ

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас