

«Еплерех улшăнса пырать пурнăçăн çак тапхăрĕнче хĕрарăм? Пĕри, сăмахран, пĕр тапхăрта чарăнса тăрать те малалла аталанмасть. Тепри вара пĕр статуспа кăна çырлахмасть, общество пурнăçĕнче те хастарлăхпа палăрать. «Йăлтах пирĕн, хĕрарăмсен, аллинче», - тет Наталья Алексеевна. Малалла хăйĕн ачалăхĕ, мĕнле çемьере çитĕнни тата çамрăклăхри ĕмĕчĕсем пирки каласа панă май кĕнекесем вулама юратни çинче чарăнса тăрать: юлашки вăхăтра Александр Купринăн «Суламифьне», Купринăн хайлавĕсене çине-çинех вулани, Тамерлан пурнăçĕпе, шăпипе кăсăкланни çинчен каласа парать. «Пирĕн килте – пысăк библиотека, Олег Алексеевичпа ачасене те кĕнекепе туслаштартăмăр», - тет вăл. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн мăшăрĕ паян хăйĕн статусне обществăри хастар çемьесемпе çирĕплетсе пани çинчен, Хĕрарăмсен союзĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çемйисене тĕревлени, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисемпе тачă çыхăну тытни, нумай тĕрлĕ проектпа ĕçлени çинчен тĕплĕн каласа парать. Журнал хуплашки çинче – Наталья Николаева.
«Тăван Атăл» журнал нумай тĕрлĕ жанрпа пичетленекен авторсен галерейине уçать. Ку номерте - философи ăслăлăхĕсен докторĕ, Чăваш халăх поэчĕ Николай Исмуков çырнă «Искандер тĕкĕрĕ» историллĕ роман сыпăкĕсем малалла пичетленеççĕ. Ытти страницăсене уçсан поэзи пахчине лекетпĕр – Пушкăртстанри Мияки районĕнче пурăнакан Мелания Никифорова сăмах ăстин сăввисемпе поэмисем сире кĕтеççĕ.
Çак кунсенче Мĕтри Кипекĕн «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ» роман-дилогийĕ вырăсла пичетленсе тухрĕ. Паянхи куншăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ кĕнекене чыслама Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Марина Лежнина, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ученăйĕсем, писатель мăнукĕ Дмитрий Афанасьев тата ыттисем пухăнса йĕркеленĕ форум пирки хатĕрленĕ репортаж пуриншĕн те кăсăк пулĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă фронтовик хăй курса-тÿссе ирттернĕ вăрçăн хаяр çулĕсем роман страницисенче паянхи кун та шĕл кăваррăн вуланаççĕ.
«ÇЫРАВÇĂ МĔНШĔН АЛЛА КАЛЕМ ТЫТАТЬ?» рубрика хальхинче сăвăлла - Светлана АСАМАТ хăйĕн «Чăн сăмахăн суйи çук» автобиографиллĕ, историпе публицистикăллă поэминче кăмăлне яри уçса кăтартать.
Вăхăтран-вăхăта журнал театр чаршавне уçать. ЛЕВТИНА Марьен «Эпир çĕнтеретпĕр!» пьесипе паллашма пултаратăр. Малаллахи страницăсенче – Степан Лашман çуралнăранпа 130 çул çитнĕ май хатĕрленĕ «Патирек хунавĕ» очерк, Чăваш поэчĕсен куçару конкурсĕн дипломанчĕсемпе паллаштаракан статья, Ирина Софронован «Сăвăланă шухăш ĕмĕр чĕрĕ…» тĕпчевĕ пичетленнĕ.
Уйрăм сăмах – «Капкăн кĕтесĕ» пирки. Ăна эпир çĕнетсе илемлĕ те тулли содержаниллĕ тăвасшăн, çавна май иртнĕ ĕмĕрте тухса тăнă пуян «Капкăн» страницисемпе кăштах паллаштарса пыратпăр тата çĕнĕ авторсене хамăр йыша чĕнетпĕр!
Людмила САЧКОВА.