Урал сасси
+18 °С
Облачно
ÇĔНĔ КĂЛАРĂМ
29 Января , 07:00

«Тăван Атăл» журналăн 1-мĕш номерĕн анонсĕ

2026 çулхи «Тăван Атăл» журналăн 1-мĕш номерĕ пичете кайрĕ. Мĕнрен старт илчĕ-ха вăл?

«Тăван Атăл» журналăн 1-мĕш номерĕн анонсĕ«Тăван Атăл» журналăн 1-мĕш номерĕн анонсĕ
«Тăван Атăл» журналăн 1-мĕш номерĕн анонсĕ

Редактор сăмахĕнче эпĕ иртнĕ çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсене турăм – «Тăван Атăл» журнала çырăнтарас тĕллевпе нумай округа çитсе вулакансемпе, библиотекарьсемпе тĕлпулусем ирттерни, журнал умĕнче тăракан çивĕч ыйтусем пирки каларăм.

Кăçал – Раççейри халăх пĕрлĕхĕн çулталăкĕ. Пирĕн пурин те пĕртен-пĕр Тăван çĕршыв – Раççей. Йывăр вăхăтра уйрăмах эпир яланах пĕр чăмăр пулса тăшмана хирĕç тăнă – фашистла Германие çĕнтернĕ, выçлăх çулĕсене пĕрле чăтса ирттернĕ, çĕршыва ура çине тăратнă, электрификациленĕ, индустриализациленĕ, космоса пуринчен малтан çул хывнă. Кăçалхи 1-мĕш номер хуплашки çинче – казах халăхĕн акынĕ Джамбул Джабаев. Çак паллă сăвăç çуралнăранпа 180 çул çитнине халалланă ярăмра унăн тарăн шухăшлă паха сăввисем пичетленнĕ, вĕсене Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер куçарнă. Акына халалласа çырнă сăвăсем те çук мар: Чăваш халăх поэчĕсем Петĕр Хусанкай, Юрий Сементер тата Василий Захаровăн асра юлмалли йĕркисене хавхаланса вулатăн. Малалла Чăваш халăх çыравçи Михаил Юхма сăмах илет, хăйсен туслăхĕ çинчен каласа парать.

Кăларăм  çĕнĕ хайлавран – Иван Чуралĕн «Салтак чĕри» повеçĕнчен пуçланать. Хăйĕн ĕçне чунран парăннă çыравçă чăн-чăн салтак пурнăçĕ çинчен, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне мĕнле пурнăçлани çинчен тĕплĕн çырса кăтартать. Чуралĕн ытти хайлавĕсем пирĕн çитес кăларăмсенче те пичетленĕç-ха.

Пултаруллă çамрăксене эпир яланах çул паратпăр. Патăрьел хĕрĕн Елена Кириллован сăввисем епле чипер! Савăнса вулатăн унăн хайлавĕсене…

Тутарстанри Аксу районне кĕре­кен Кивĕ Тимушкел ялĕнче çуралнă, халĕ Тольятти хулинче пурăнакан Владимир Левуков редакцие «Таиççе» повеç ярса пачĕ. Çемьепе ларса вуламалли чуна пырса тивекен хайлав ку.

Журналăн кĕнеке çÿлĕкĕ çĕнелчĕ. Владимир Андреевăн – «Ачалăх сăввисем», Владислав Карповăн «Э-эх! Ăçта-ши эс, телей?» пьеси кун çути курчĕç. Паллашăр.

Ара Мишши писателĕн çыру сĕтелĕ çинчен эпир «Юка» калавне илсе пичетлерĕмĕр. Çул тăрăх юка вĕçтерекен паянхи куншăн вăл питĕ те актуаллă. Сăмах май, мĕн вăл юка? Çакна халĕ чылайăшĕ пĕлмест те, ваттисем кăштах астăваççĕ пулĕ… Илемлĕ чăваш сăмахĕ. Калавĕ те илемлĕ.

Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Артемьев 80 çул тултарнă май эпир унăн тĕпчев статйине пичетлетпĕр. Ăс пуянлăхĕ тарăн пусă пекех унăн.

Пирĕн ăста куçаруçă Василий Кошкин-Кервен хальхинче «А.С.Пушкина асăнса» ярăм хатĕрленĕ. Унта вырăссен паллă поэчĕсем Пушкина халалласа çырнă сăввисем  чăвашла янăраççĕ.

Чĕмпĕрте чăвашла тухса тăракан «Канаш» хаçат редакторĕ Елена Мустаева «Туслăх» пьесăпа тĕлĕнтерет. Паянхи пурнăçа сăнама-курма пĕлни, çынсене хумхантаракан ыйтусене çĕклеме пултарни пур унăн хайлавĕнче.

Пирĕн юбилярсем – Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи тата Любовь Мартьянова. Вăт камсенчен сăвă çырма вĕренмелле çамрăксен! Чăн-чăн ăста поэтсем. Шел пулин те, Любовь Мартьянова пирĕнтен уйрăлса кайни чылай пулать ĕнтĕ. Хăй пурăннă чухне эпĕ ун патне Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ялне çитсе килнĕччĕ, курса калаçнă хыççăн 2010 çулта «Тăван Ен» хаçатра «Шăрчăк сассиллĕ шăплăхра» очерк çырса кăларнăччĕ. Халĕ çавна тепĕр хут пичетлесе кăлартăмăр.

«Капкăн кĕтесĕ» пуян хальхинче – Владислав Пинер сăвви, Микул Ишимбайăн тата манăн шÿтлĕ калавсем, кулăшла ÿкерчĕксем. Вар тытса кулмалăх пур.

Вулăр, киленĕр пирĕн «Тăван Атăл» журналпа! Çырăнса илме те ан манăр. Хакĕ ĕлĕкхи пекех çур çула – 566 тенкĕ те 70 пус, пĕр уйăха 94 тенкĕ те 45 пус пулать.

Людмила САЧКОВА, «Тăван Атăл» журнал редакторĕ.

«Тăван Атăл» журналăн 1-мĕш номерĕн анонсĕ
«Тăван Атăл» журналăн 1-мĕш номерĕн анонсĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас