

Çавăн çинчен пырать манăн пĕрремĕш калаври пĕлтерÿ. Лăпкă кăна ĕçлесе, тăмăк пурнăçпа киленекен хĕрарăма çиллентерсе чиккинчен кăларса ярсан, кăткă йăвине патакпа тĕртнĕ тейĕн, чăнах та унăн чĕринче хаярлăх та курайманлăх çуратать. Усал тăвакана тавăрас пулать вĕт. Тавăрас туйăм ăçта çитерме пултарассине çак калавра пĕлме пулать.
Хăш чухне манран: «Мĕн çинчен çыратăн?» тесе ыйту параççĕ. Эпĕ хуравлатăп: «Жюль Верн пек фантаст мар, манăн хайлавсенче çак пурнăçран илнĕ ăнсăрт самантсем те тĕслĕхсем».
Манăн черетлĕ 146 страницăран тăракан 31-мĕш кĕнекере «Хăйăрлă сехет» (çак хайлав пачĕ те ĕнтĕ кĕнекен ятне) тата «Юлашки салтак» калавсем пĕр хуплашка айĕнче вырăн тупрĕç. Паллах, иртнинчи пекех «Çĕнĕ вăхăт» типографин ĕçченĕсене куçа илĕртмелле, алăра тытма кăмăллă «парнене» туса кăларнăшăн тав тумалла.
Çур ĕмĕр каялла пуçланă çыравçă ĕçне çак кăларăм хыççăн пăнчă лартас килмест. Çавăнпа та пушă вăхăтра алăсем калеме тытсах тăраççĕ, черетлĕ кĕнеке «çуратма» васкаççĕ.
Василий АНТОНОВ çыравçă.