

Çак кунсенче Пелепей хулинчи «Оригамикс» пичет центрĕнче «Березовка ялĕн историйĕ» пысăках мар кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Вăл пĕтĕмĕшле 32 питрен тăрать. Пĕр пайĕнче ялăн 100 çул хушшинчи аталанăвне çырса кăтартна пулсан, тепĕр пайĕ тĕслĕ сăн ÿкерчĕксенчен тăрать. Сăн ÿкерчĕксен пуххинче тĕрлĕ çулсенче тунă ĕç паттăрĕсен сăнĕсене курма пулать. Паянхи кунпа çыхăннисем те пур. Кĕскен каласан, пĕлÿ çăлкуçне алла илсе хак панă май, иртнине куç умне кăларса тăратмалли çителĕклех.
Кĕнекене çырса хатĕрлекенĕ - Юлия Ивановна Артемьева ĕç ветеранĕ. Акă, мĕн çырать вăл кăларăма вĕçленĕ май: « Эпĕ Березовка ялĕнче çуралса ÿсрĕм, вăтам шкул хыççăн Çтерлĕ хулинче тымар ятăм, паянхи кун та унтах пурăнатăп. Эпĕ архивсем тăрăх çÿремен, хам ума ун пек тĕллев те лартман. Манăн пуçра атте-анне тата Елена Петровна Федоровапа Антонида Ивановна Терентьева ĕç ветеранĕсем каласа панисем асра юлнă. Çак пысăках мар ĕç тăван тăрăхи çынсемшĕн, юратнă Пушкăртстанпа Раççейшĕн усăллă пуласса шанатăп», - тенĕ.
Вулакансен вара Юлия Ивановнăна çак пархатрлă ĕçшĕн тав тăвасси çеç юлать.
Юрий СНЕГОПАД.