

Кĕнеке историйĕ çамрăк тĕпчевçĕн Юлия Семёнова (Вальщикова) магистр диссертацийĕнчен пуçланчĕ. Тĕпчев ĕçне ăнăçлă хÿтĕленĕ хыççăн ăслăлăх ертÿçи тутар тата чăваш филологийĕн кафедрин доценчĕ Лира Афанасьева тулли тишкерÿллĕ ĕçе уйрăм кăларăмпа кăлармалла тесе шутланă. Тĕпчеве этнографи енчен вăйлатма РАН Ĕпхÿ федераци тĕпчев центрĕн Р.Г. Кузеев ячĕллĕ этнологи тĕпчевĕсен Институчĕн этнографи пайне ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешне, истори ăслăлăхĕсен кандидатне Игорь Петрова явăçтарчĕç. Çапла виçĕ специалистран тăракан автор коллективĕ йĕркеленчĕ. Асăннă кĕнеке виçĕ пайран тăрать. Пĕрремĕш пайра авторсем никрут йăлипе поэзине пухса тишкернин кĕске историйĕпе паллаштараççĕ. Уйрăмах кунта Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсен салтак юррисене тĕпчевçĕсемпе фолькористсем пуçласа çырса илнине палăртса хăварнă. Сăмахран, 1893 çулта Раççей этнографĕ, фольклорисчĕ, отставкăри генерал-лейтенант В.А. Мошков «Материалы для характеристики музыкального творчества инородцев Волжско-Камского края» ятлă юрăсен пуххи кăларать. Атăлпа Урал тăрăхĕнчи ытти халăхсен (тутар, мари, мăкшă, удмурт) юррисемпе пĕрле автор чăваш юррисене те кĕнекене кĕртет. Вĕсене вăл Варшава çар округĕнче çар службинче тăракан салтаксенчен çырса илет. Чăвашсенчен тĕпчевçĕ 70 юрăпа 7 кĕвĕ пухать. 18 юрăпа 7 кĕвĕ В.Мошкова Ĕпхÿ кĕпĕрнин Пелепей уезчĕн Пăслăк ялĕн çынни Алексей Ермолаев юрласа кăтартать.
Кĕнекен иккĕмĕш пайĕнче XIX-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çуррипе XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăвашсен никрут мешехи çинчен сăмах пырать. Кунта салтака ăсатнă чух туса ирттерекен тĕрлĕ ăрăмлă (суеверный) йăласемпе чарусем, сăнавсемпе тĕшмĕшсем, йăла тумĕ вырăн тупнă.
Никрут юррисен кĕввине монографин виççĕмĕш пайĕнче пăхса тухнă. Салтака ăсатнă чухнехи тата çар хĕсметĕнчи салтак пурнăçне сăнлакан сăмахлăх тексчĕсенче ытларах тăван çĕршывпа, кил-йышпа, савнă çынпа уйрăлма тивнишĕн пăшăрханни палăраççĕ.
Кĕнеке пахалăхĕ - çак кăларăма Пушкăртстан чăвашĕсен салтак юррисене кĕртни. Вĕсен шучĕ 500 юрăран иртет. Çавăн пекех тĕпчевçĕсен архивĕнче упранакан сăн ÿкерчĕксем асăннă монографине чылай енчен пуянлатаççĕ.
Асăрхаттарусемпе сĕнÿсемшĕн рецензентсене – М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн профессорне, филологи ăслăлăхĕсен докторне Илшат Сахиятуллович Насипова, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура кафедрине, ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологийĕн кафедрине пысăк тав тăватпăр. Яваплă редактора Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн фольклористика пайĕн аслă ăслăлăх ĕçтешне, филологи ăслăлăхĕсен кандидатне Галина Геннадьевна Ильинана тав сăмахĕ калатпăр.
Лира АФАНАСЬЕВА,
тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕ.