

Пĕлÿ çăлкуçне çак тăрăхра пурăнакан тĕрлĕ халăхсен çыравçисемпе пултаруллă çыннисем кĕнĕ. Çав шутра чăваш хастарĕсем те пур, сыввисемпе пĕрле пирĕнтен уйрăлса кайнисене те манса хăварман. Кунта эпир пĕлекен Александр Савельев-САС, Ольга Савельева, Николай Васильев, Микул Иванов (Ишимбай), Нина Федорова, Мударис Сафин, Ирина Сухарева (Саригель), Валерий Алексеев (Валак), Юрий Леонтьев, Даниил Андреев ячĕсене курма пулать
Кĕнекере Чăваш Хурамалĕнче çуралса ÿснĕ Василий Николаев академик, меценат пирки те уйрăм статья пур. Ăна халалласа йĕркелекен Николаев вулавĕсем мероприяти çинче чарăнса тăнă самантсене те çырса кăтартнă. Унсăр пуçне ялти В. В. Николаев ячĕллĕ шкулти историпе таврапĕлÿ музейĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Кĕскен каласан, тăван тавралăхпа кăсăкланакан кашни çыншăн кунта усăлли тата вуласа пĕлмелли çителĕклех.
Юрий ЛЕОНТЬЕВ.
Авăркас районĕ.