Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
29 Июлӗн 2022, 11:40

Раççейре çĕнĕ уявсем çирĕплетнĕ

РФ Президенчĕ Владимир Путин октябрь уйăхĕн 2-мĕш кунне Вăтам профессиллĕ вĕренÿ кунĕ тума йышăннă. Асăннă документа право информацин официаллă порталĕнче пичетлесе кăларнă.

Раççейре çĕнĕ уявсем çирĕплетнĕ
Раççейре çĕнĕ уявсем çирĕплетнĕ

Указпа килĕшÿллĕн уява вăтам професси вĕренĕвне аталантарас тата халăх хушшинче сарас тĕллевпе çирĕплетнĕ. Рф Çутĕç министерстви паллă кун çак сферăра ĕçлекен мĕнпур çынсемшĕн, чăн малтан рабочи кадрĕсем хатĕрлекен преподавательсемпе мастерсемшĕн, çутă кун пек  асра юлмалла тесе пĕлтернĕ.

2021 çулта тата тепĕр педагогсен уявне паллă тума йышăннăччĕ – Аслă шкул преподавателĕсен кунĕ. Ăна ноябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче паллă тăвĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: