Урал сасси
-3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
17 Августӑн 2022, 09:02

Вăрмансене патрульлеме - çĕнĕ техника

Пушкăртстан Республикинчи Вăрман хуçалăх министерствине пăхăнса тăракан учрежденисене, хăйсене шанса панă территорисене тивĕçлĕ пăхса тăма, 22 çĕнĕ автомобиль уйăрса панă. Вĕсен шутне «УАЗ 390945-Фермер», «Лада Легенд 4*4» тата «Лада Нива Тревел» йышши маркăлла «хурçă утсем» кĕреççĕ.  2022 çулта вăрман патруль техники туянма федераллă бюджетран 29,5 млн тенкĕ укçа уйăрнă

Вăрмансене патрульлеме - çĕнĕ техника
Вăрмансене патрульлеме - çĕнĕ техника

Çĕнĕ автомобильсене  Абзелил, Авзян, Аскино, Баймак, Пелепей, Дуван, Дюртюли,Зилаир, Кананикольск, Инзер, Караидель, Нуриман, Çтерлĕ, Салават, Учалă тата Янаул лесничиствисен вăрманçисем тивĕçнĕ. Патруль техникисен уççисене Пушкăртстанри вăрман хуçалăх министрĕ Марат Шарафутдинов панă.

- Автомобильсене август уйăхĕн çурринче уйăрса паратпăр, пушар тухас хăрушлăх çак вăхăтра чакса пынă пек туйăнать, анчах та пачах урăхла. Иртнĕ çулхи августри тата сентябрьти пушарсем пире пĕрремĕш юр çăвиччен пушара хирĕç кĕрешме хатĕр те сыхă пулмаллине астутараççĕ, -  палăртнă Марат Шарафутдинов.

Çавăн пекех вăрман хуçалăх ведомствин ертÿçи республикăра вĕсен автопаркĕ виçĕ çул хушшинче 75 çĕнĕ автомобильпе пуянланнине пĕлтернĕ.

Лесничествăсене уйăрса панă патруль техникисем кирек мĕнле çула та лайăх иртме пултараççĕ тата çаврăнăçуллăхĕ (маневронность) пысăк. Çакă вара кĕме-тухма йывăр вăрман фончĕн территорийĕсене патрульлеме питĕ пулăшать.

Юрий СНЕГОПАД.

Вăрмансене патрульлеме - çĕнĕ техника
Вăрмансене патрульлеме - çĕнĕ техника
Вăрмансене патрульлеме - çĕнĕ техника
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: