Урал сасси
-3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
7 Декабрӗн 2022, 17:10

Радий Хабиров пĕлтерĕшлĕ указсене алă пуснă

Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров çак эрнере темиçе пĕлтерĕшлĕ документа алă пуснă.

Радий Хабиров пĕлтерĕшлĕ указсене алă пуснă
Радий Хабиров пĕлтерĕшлĕ указсене алă пуснă

Мобилизацие лекнисене тата вĕсен çемйисене пĕр хутчен паракан тÿлев

Пушкăртстан Пуçлăхĕ мобилизацие лекнисене тата вĕсен çемйисене пĕр хутчен 20 пин тенкĕ парасси çинчен калакан указа алă пусса çирĕплетнĕ.

Çĕнĕ çул тĕлне Пушкăртстанран мобилизацие лекнĕ арсем, вĕсен мăшăрĕсем, çул çитмен ачисем, çавăн пекех республикăри колледжсемпе аслă шкулсенче кăна мар, ытти регионсенче те пĕлÿ илекен 23 çулчченхи студентсем 20 пин тенкĕ илме тивĕçĕç.

Укçа-тенке мобилизацие лекнисен банк счечĕ çине куçарĕç. Вĕсен çемйисем тÿлеве илме социаллă хÿтĕлев органĕсем, МФЦ е Госуслуги урлă заявлени памалла. Çакăн пек право пуррине çар комиссариатĕнчен илнĕ справкăпа çирĕплетмелле. Укçана декабрь уйăхĕн 26-мĕшĕччен куçарĕç.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пенисенчен хăтарĕç

Декабрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче ПР Пуçлăхĕ Донецк тата Луганск Халăх республикисен, Запорожье тата Херсон облаçĕсен, Украина территорийĕсенче пыракан  ятарлă çар операцине хутшăнакан РФ гражданĕсене тата вĕсен çемье членĕсене Пушкăртстан Республикинче çурт-йĕршĕн тата коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн, нумай хваттерлĕ çуртра пĕтĕмĕшле пурлăха тĕпрен юсама вăхăтлă е тулли калăпăшпа укçа-тенкĕ тÿлеменшĕн пенисенчен хăтарасси çинчен калакан указа алă пуснă.

Юридици сăпачĕсене тата усламçăсене çак категорие лекнĕ çынсем тÿлевсене тулли калăпăшпа тÿлемесен те коммуналлă çăмăллăхсемпе вăхăтлă тивĕçтерме сĕннĕ.   

Спортсменсене укçа-тенкĕпе хавхалантарасси

ПР Пуçлăхĕ Пушкăрстан Республикин спортсменĕсене, вĕсен тренерĕсене, малта пыракан спортсменсене укçа-тенкĕ парса хавхалантарасси çинчен калакан положение улшăнусем кĕртнĕ.

Документ Олимп, Параолимп, Сурдлимп тата Çамрăксен олимп вăййисенче, Раççей Федерацийĕн олимп, параолимп, сурдлимп енĕпе хутăш командăсен йышĕнче тăнă май ытти спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса 4-8 вырăнсем, çавăн пекех Европа вăййисемпе чемпионачĕсенче, кубокĕсенче, Пĕтĕм тĕнчери универсиадăра тата Раççей чемпионачĕсенче парнеллĕ вырăнсем йышшăннисене пырса тивет.

Хавхалантармалли укçа-тенкĕн виçи Çамрăксен тата Олимп вăййисенче 4-8 вырăнсем йышăннăшăн 75 пин тенкĕрен пуçланать, Олимп, Паралимп тата Сурдлимп вăййисенче 1 вырăна çĕнсе илсен 2 млн тенке çитет.           

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: