Çак çитĕнÿсене «2.0 цифра танмарлăхне пĕтерни» федераллă проекта хутшăннипе пурнăçлама пултарнă. Асăннă программăна 100-500 çын пурăнакан ялсене хальхи çыхăнупа тивĕçтерме йĕркеленĕ. Хăш вырăнта çыхăну тăвассине çынсем кашни кĕркунне Госуслуги порталта сасăлава хутшăнса палăртаççĕ.
Республика пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстан программăна хутшăннă çынсен шучĕпе пысăк квотăна тивĕçнĕ. Проекта 2030 çулччен тăсĕç.
- Регионта пурăнакансене мобильлĕ çыхăнупа тата интернетпа тивĕçтерес тесе республика бюджетĕнчен те укçа уйăрăпăр. Çакă кулленхи хăтлăха, хăш чух хăрушсăрлăха пысăк витĕм кÿрет, - палăртнă Радий Хабиров.
Çавăн пекех правительство Ĕпхÿ - Белорецк тата Сибай - Акъяр çулсене те мобильлĕ çыхăнупа тивĕçтерме палăртать.