Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
1 Августӑн 2023, 13:40

Шкулсене – çĕнĕ пурнăç

Шаран районĕнче вăтам шкулсене тĕпрен юсассипе çыхăннă ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ.

Шкулсене – çĕнĕ пурнăç
Шкулсене – çĕнĕ пурнăç

Çĕнетÿ ĕçĕсем кăçалхи март уйăхĕнче «Шкулти вĕрентÿ системине çĕнетесси» федераллă программа шайĕнче вăй илнĕ. Тÿртÿллĕпе Чалмалы, Сакты пĕлÿ çурчĕсенчи хатĕрлĕх шайĕ 90-95% танлашать, Шаран салинчи 2№ шкулта – 70%.
«МеталПромГражданСтрой» ООО строителĕсем тăватă уйăх хушшинче Тÿртÿллĕри А.Кондратьев ячĕллĕ шкулта пысăк ĕç туса ирттернĕ. Металлокассетăсем «тăхăнтартнă» çурт умĕ куçа илĕртмеллипех илĕртет. Маляр-штукатурсем мĕнпур классене, коридорсене тата пÿлĕмсене палламалла мар çĕнетнĕ. Çавăн пекех электричество, вентиляципе канализаци, ăшăту системисене, шыв пăрăхĕсене улăштарнă. Шкул çуртне кĕрсенех хывăнса тумтир çакмалли çĕнĕ пÿлĕме асăрхатăн, спортзалпа столовăй та илемленнĕ, паянхи куна тивĕçтереççĕ. Çĕнĕ пластик алăксем лартнă. Видеосăнав, хуралпа пушар сигнализаци системисем ĕçлеме хатĕр.
Тÿртÿллĕ вăтам шкулĕ кăçал 45 çул тултарнă. Ăна тахçанах юсамалла пулнă. Участок ертÿçи – Ĕпхÿ хулинчи «МеталПромГражданСтрой» ООО подряд организаци представителĕ Данис Фаттахов çакна пĕлтернĕ: «Юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ, пĕлÿ çуртне кĕмелли алăка лартасси, хашаксем (наличники), плинтуссемпе лампăсем вырнаçтарасси, тасату-тирпейлÿ ĕçĕсем пурнăçласси çеç тăрса юлчĕ. Эпир СанПиН ыйтнине шута илтĕмĕр: лампăсем ачасен куçĕсене сиен кÿмĕç, стенасене куçа ыраттарман тĕссемпе сăрланă, «Армстронг» çунман маччасемпе усă куртăмăр, электричество пралукĕсене улăштарас тесен плиткăсене илме май пур. Тĕрлĕ хутри пÿлĕмсен дизайнĕ пĕр-пĕринчен тĕспе уйрăлса тăраççĕ, çакă вĕренекенсемпе педагогсен кăмăлне хавхалантарĕ».
Çак кунсенче «Ĕпхÿ хулинчи заказ тăвакан тата технадзор служби» муниципаллă унитарлă предприятин аслă инженерĕ Данил Бикбаев тепĕр хут района килсе çитнĕ, тăватă шкулта та ĕçсем мĕнле пынине тĕрĕсленĕ.
– Тÿртÿллĕ, Чалмалы тата Сакты шкулĕсенче ĕçлекен подряд организацисем юсав ĕçĕсен финалне тухнă. Шаран салинчи ĕçсене 60-70% пурнăçланă. Мĕншĕн тесен унти ĕçсене каярах пуçланă. Шкулсем чăннипех улшăннă, илемлĕрех те хăтлăрах пулса тăнă, – тенĕ Данил Бикбаев.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: