Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
13 Декабрӗн 2023, 13:05

Пыл хурчĕсене химикатсенчен хÿтĕлĕç

Пушкăртстанра пыл хурчĕсене химикатсен сиенлĕхĕнчен сыхлакан саккуна çĕнетме палăртаççĕ.

Пыл хурчĕсене  химикатсенчен хÿтĕлĕç
Пыл хурчĕсене химикатсенчен хÿтĕлĕç

Асăннă пуçарăва ПР Патшалăх Пухăвĕн çитес ларăвĕн пĕрремĕш вулавĕнче пăхса тухасшăн. Пушкăртстан парламенчĕн председателĕ Константин Толкачев сăмахĕсем тăрăх, юлашки вăхăтра регионта пыл хурчĕсем пестицидсенчен йышлă вилнĕ тĕслĕхсем пĕрре мар пулчĕç.
– Асăннă лару-тăрусенчен хăтăлас тесе иртнĕ çул саккун йышăнтăмăр. Вăл мĕнле ĕçленине сăнанă май унăн уйрăм вырăнĕсене ĕçлесе çитермеллине ăнлантăмăр. Улшăнусем хурт-хăмăрçăсене уй-хирсенче хими ĕçĕсем туса ирттересси çинчен хыпарланине пырса тивеççĕ. Уйрăммăн илсен, хурт-хăмăр ĕçне илсе пыракан уйрăм çынсене, организацисене, ял-саласене вĕсен çĕрĕсенчен е çĕр лаптăкĕсенчен 7 çухрăм аякрах пестицидсемпе усă курасси пирки маларах пĕлтермелли çинчен систересси. Массăллă информаци çăлкуçĕсенче калчасене хими ĕçĕсем туса ирттересси пирки 10 кунран маларах тата 5 кунран каярах мар хыпарламалли сроксене палăртаççĕ, – ăнлантарса панă спикер.
Саккун проекчĕ пыл хурчĕсен популяцине, вĕсен продукцин пахалăхне тата экологи лару-тăрăвне сыхласа хăварма пулăшĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: