Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
22 Декабрӗн 2023, 11:05

Ял çыннисем пысăк хăвăртлăхлă интернетпа усă курĕç

Билайн мобильлĕ оператор Пушкăртстанри 45 ял-салара тăваттĕмĕш ăру çыхăнăвне йĕркеленĕ. Чылайăшĕнче 500 çын та пурăнмасть.

Ял çыннисем пысăк хăвăртлăхлă интернетпа усă курĕç
Ял çыннисем пысăк хăвăртлăхлă интернетпа усă курĕç

Çапла пысăк хăвăртлăхлă интернет çак ял-саласене çитнĕ: Абзелил районĕ – Яйкарово, Элшей районĕ – Воздвиженка, Аскин районĕ – Бильгиш, Балтач районĕ – Норкино, Пелепей районĕ – Этĕл тата Чеганлы, Белокатай районĕ – Соколки, Белорецк районĕ – Манышта, Черновка тата ытти. Тулли списокпа билайн порталĕнче паллашма пулать.

Халĕ ĕнтĕ асăннă ял-саласен çыннисем операторăн сечĕ никĕсĕ çинче тĕрлĕ йышши цифрăллă сервиссемпе усă курма пултарĕç: видеошăнкăравсем тума, онлайн мелĕпе видео пăхма тата юрă-кĕвĕсем итлеме, интернетра кирлĕ информаци шырама, социаллă сетьсене пăхма, Госуслуги тата мобильлĕ банксемпе ĕçлеме.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: