Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
16 Кӑрлач , 09:15

Мелеузра газ заправкин станцине тăвĕç

«Алим» компани Мелеуз хулинче çăк турттаракан тата çăмăл автомобильсем валли газ тултармалли компрессор станцине  82 млн тенкĕлĕх хăпартĕ.  Проектпа Радий Хабиров ирттерекен «Инвестици сехетĕнче» паллаштарнă.

Мелеузра газ заправкин станцине тăвĕç
Мелеузра газ заправкин станцине тăвĕç

 Инвестор кирлĕ документацие хатĕрленĕ, заправка патне пымалли çулсемпе инженер сечĕсен проекчĕсене килĕшÿ тунă, строительство лапамне тĕрттерсе тикĕсленĕ. Газ заправкине 2024 çулхи кĕркунне хута яма палăртаççĕ. Çавăнтах минимаркет та уçасшăн.  Асăннă объектра 15 çĕнĕ ĕç вырăнĕ пулĕ.

Компанин проектне чи кирлисен шутне кĕртнĕ. Инвестора газ заправкин станцин тăкакĕсен пĕр пайне тавăрса панă.

«Алим» компани  çавăн пекех «Ĕпхÿ – Эрĕнпур» Р-240 трасса çинче газ заправкин станцине лартасшăн.

- Автотранспорта йÿн тата экологи енчен сиенсĕр топливо çине куçарас ĕçе ырлатпăр, газ заправкин станцисене аталантарас тесе тăрăшатпăр. Асăннă сферăри пуçарусене хаваспах йышăнатпăр, пулăшма тăрăшатпăр, - тенĕ Радий Хабиров.

Асăннă компанин директорĕн çумĕ Игорь Ступин çакăн пек проекта пуçласа пурнăçламаннине пĕлтернĕ.

- Çĕр лаптăкне арендăна илтĕмĕр, халĕ пире оборудовани туянма, электричество, газ кĕртме, площадка йĕркелеме субсиди кирлĕ. Нумай укçа-тенкĕ çакăн валли тăкакланать. Кирлĕ пек оборудовани туянтăмăр, вăл сехетне 1000 куб кăларать. Ку пирĕн пĕрремĕш проект мар, Кумертаура тахçанах ĕçлетпĕр, мĕн тата мĕнле тумаллине лайăх пĕлетпĕр, ăнлану пур, - палăртнă вăл.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: