Пушкăртстанра клонировани технологипе тата экстракорпоральлĕ пĕтĕçтерÿпе (ЭКО) усă курса выльăх-чĕрлĕх шутне вунă хут ÿстерме пултараççĕ. Çакăн çинчен вице-премьер, ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ.
- Пушкăрт патшалăх аграри университечĕн никĕсĕ çинче çулталăкне 40 пин эмбрион тăвакан эмбриологипе генетика прогрессивлă технологисен центрне уçнă. Центрăн оборудованийĕ клонировнипе тата ЭКОпа усă курса вырăнти условисене хăнăхнă, çÿллĕ шайри генетика вăй-хăвачĕллĕ пысăк ăратлă выльăхсене кĕтĕвĕпе ĕрчетме май парать. Хăнăхнă искусствăллă пĕтĕлентерÿ мелĕпе пĕр пăру çуралать. Çĕнĕ технологисемпе усă курсан эмбрионсене вунă ĕнене вырнаçтарма пултаратпăр. Çакă малашлăха тунă пысăк утăм шутланать, - ăнлантарса парать Ильшат Фазрахманов.
Çавăн пекех министр асăннă центр малашлăхра наукăпа промышленность кластерĕн никĕсĕ пулма пултарнине те пĕлтернĕ.
Унсăр пуçне Пушкăртстанра сыснасене геномлă хаклав памалли никама пăхăнман системине йĕркеленĕ. Вăл «Пушкăрт аш-какай компанийĕ» («Башкирская мясная компания») никĕсĕ çинче ĕçлет, ăна технологисемпе Ksitest Раççей компанийĕ тивĕçтерет. Предприятире йоркшир таса ăратлă 4 пин сысна генотипне ирттернĕ. Çакă сыснасен ĕрчессине тата тухăçлăхне 60% тĕрĕслĕхпе прогноз тума май парать. Хăнăхнă мелсемпе усă курнă чух çак тĕрĕслĕх 32 процентран иртмест. Генсен технологийĕсемпе усă курни ял хуçалăхĕсене чикĕ леш енчен илсе килекен ăратлă выльăхсемпе сахалрах усă курма май парĕ.