-3 °С
Уҫҫӑнах
Ăна ĕрчетни наркотик производствипе танлашать. Тивĕçлĕ хута РФ правительствин председателĕ Михаил Мишустин алă пуснă. Хушăва право информацин сайтĕнче пичетленĕ.
Вунă е ытла чечек тĕмне ÿстернĕшĕн Уголовă кодексăн 231 статйипе (саккунпа юраман наркотик тытăмлă е психотроплă ÿсен-тăран ĕрчетнĕшĕн) уголовлă явап тытма тивĕ. Виçĕ тĕслĕ ипомейăн 10-100 тĕмне ÿстернĕшĕн пысăк преступлени, 100 тĕмрен ытла ĕрчетнĕшĕн уйрăмах пысăк виçеллĕ преступлени туни шутланĕ.
Асăннă чечексĕр пуçне ÿстерме юраманнисен шутне гармала, щитковидлă турбина, гавай рози кĕнĕ.