Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
11 Мартӑн , 16:57

Радий Хабиров Пушкăртстан правительствинче кадр улшăнăвĕсем пулса иртни çинчен пĕлтернĕ

Пушкăртстанри строительство тата архитектура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама асăннă ведомство ертÿçин çумне Артем Ковшова çирĕплетнĕ. Çакăн çинчен Радий Хабиров  правительство канашлăвĕнче пĕлтернĕ.

Радий Хабиров Пушкăртстан правительствинче кадр улшăнăвĕсем пулса иртни çинчен пĕлтернĕ
Радий Хабиров Пушкăртстан правительствинче кадр улшăнăвĕсем пулса иртни çинчен пĕлтернĕ

- Артем Васильевич асăннă сферăра вăрах вăхăт ĕçлет, вăл ĕçе тĕрĕс ертсе пыни пайçăсен (дольщики) ыйтăвĕсене татса пама пулăшрĕ. Эпир çак ĕçе хаклатпăр, ăнăçу сунатпăр. Умра тумалли  ĕçсем нумай, - тенĕ Радий Хабиров.

Унсăр пуçне ПР çамрăксен политикипе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ вырăнне асăннă должноçа вăхăтлăха пурнăçлакан Вито Сабирова çирĕплетнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: