Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
16 Апрелӗн , 12:29

Мобилизацие лекнисемшĕн шывпа газшăн тÿлев пулмĕ

Мобилизацие лекнĕ çынсен çемйисене хушма пулăшу мерисем уйăрĕç. Тивĕçлĕ улшăнусене РФ правительствин постановленине кĕртнĕ.

Мобилизацие лекнисемшĕн шывпа газшăн тÿлев пулмĕ
Мобилизацие лекнисемшĕн шывпа газшăн тÿлев пулмĕ

Документра мобилизацие лекнĕ çар çыннисен çемйисен хваттерĕсенче учет приборĕсемпе усă курма май пулман хушăра килте пурăнман çынсемшĕн шывшăн тата газшăн тÿлев тытса юлмасси пирки каланă.

 Хальхи вăхăтра уйрăм учет приборĕсем пулман хушăра коммуналлă тÿлевсене норматив тăрăх хваттерте пурăнакан çынсен шутне кура шутласа кăлараççĕ. Çавсен шутне мобилизацие лекнисем те кĕнĕ. Тĕрĕссипе вĕсем ятарлă çар операци иртекен вырăнта пулнă, çавăнпа газпа тата шывпа усă курман. Халĕ çакна тÿлев квитанцийĕсенче палăртĕç.

Çак çăмăллăха илес тесен çар çыннин тăванĕсем вăл ятарлă  çар операцине хутшăнни çинчен çирĕплетекен хута çар комиссариатĕнчен илмелле те  ертсе пыракан компание çитермелле.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: