«ПР Кодексне административлă йĕркене пăсни пирки 7.3 статйине тÿрлетÿсем кĕртесси» çинчен калакан закон вăя кĕнĕ.
«Законпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх выльăхĕсене кĕтес тата хăвалас йĕркене пăснăшăн тÿлеттерекен штраф виçине ÿстернĕ, – палăртнă ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн спикерĕ Константин Толкачев. – Выльăх-чĕрлĕхе асăрханусăр кăларса янипе çыхăннă ыйту çивĕчлĕхне çухатмасть. Вĕсем курăксемпе чечек йăранĕсене таптаççĕ, каяшĕсем ял урамĕсене варалаççĕ, автомобильпе тата çуран çÿрекенсене чăрмав кÿреççĕ. Машинăсем иртсе çÿрекен енĕпе пынă чух хăрушă çул-йĕр инкекĕн сăлтавĕ пулма пултараççĕ. Халăхпа калаçни яланах витĕмлĕ мар, палăрмалла санкцисем кирлĕ, саккуна тепĕр хут пăснăшăн яваплăх тата çирĕпрех пулмалла».
Çÿлерех асăннă закона пăснăшăн уйрăм граждансене 2000-4000, должноçри çынсене 7000-10000, юридици сăпачĕсене 20000-25000 тенкĕ тÿлеттерĕç.
Йĕркене иккĕмĕш хут пăснăшăн штрафсем пысăкрах. Граждансемшĕн – 4500-5000 тенкĕ, должноçри сăпатсемшĕн – 12000-15000, юридици çыннисемшĕн – 30000-45000 пулĕ.
Надежда РОДИОНОВА.