Мухаматнур Мухамадулович Валеев «Баштрансгаз» пĕрлĕхе 1978- 2002 çулсенче ертсе пынă (2008 çултан – ООО «Газпром трансгаз Уфа»). Ĕç стажĕ 40 çулпа танлашнă, ăста ертÿçĕ оператортан пысăк предприятин генеральнăй директорĕ таран çитнĕ. Вăл ертсе пынипе çĕршывăн Кăнтăр енчи энергетика коридорĕн пысăк диаметрлă газопроводне ирттернĕ, пысăк компрессорлă станцисене хута янă, республикăри районсене газпа тивĕçтернĕ. Çакă миллион çыннăн пурнăç пахалăхне ÿстерме, регионти промышленность аталанăвне хăвăртлатма май панă.
Асăннă медале çут çанталăк газне кăларакан, газ пăрăхĕсем тăрăх яракан, усракан, ĕçе яракан сферăра пысăк çитĕнÿсем тунисене, ĕçе çÿллĕ шайра, пысăк ăсталăхпа пурнăçлакансене парĕç.
Награда Пушкăртстанри «Газпром» ассоциацийĕн 30 пинлĕ командинче ĕçлекенсем ĕç-хĕлне чыслас тата çĕршыври газ отраслĕн паллă ертÿçин ят-сумне ĕмĕрлĕхе асра хăварас тесе çирĕплетнĕ.